Император Николай Александрович Патшана Кĕнĕ Кун

Г. Эльдебеневъ


Юпа 21-мĕшĕ.

Пирĕн Аслă Патшамăр Император Николай Александрович Патшана Кĕнĕ Кун. (21 Октября).

1340393938_car
II-мĕш Николай император.

Ей йуратнă тăвансем! Пайан пирĕн аслă патшамăр Николай Александрович патшана кĕнĕ кун. Епир ђиркĕве Турра пирĕн патшана халиђђен сывă сыхланăшăн тав-ту­нă, малашне те сывă усраса халăха ырă тума, тăшман­сене çĕнтерме пулăштăр, тесе кĕл-тума пухăнтăмăр. Пай­анхи кун епир Турă патшамăра халиђђен халăха тунă ырăлăхĕсене малашне те тума пулăшĕ тесе шанатпăр. Халăха ырăлăх тума Турă патшана вăй-хăват, пуйанлăх, ђаплăлăх панă. Турă пур ырă йапалана ырă тума парат̌. Патшанăн нумай ырă ĕç тумалла: патшалăхри пур халă­ха пулăшмалла; пурне те Христос тĕнне вĕрентме тăрăш­малла; çырăва вĕрентмелле; йалан вăйлă пулса тăрса пат­шалăхри халăх лăпкă, йĕркелĕ, çителĕклĕ пурăнтăр, тесе тăрăшмалла. Çавăнпа та Турă ăна вăй-хăват та, пуйанлăх та панă.Малаллине вулас