Михаил Шевле: Хĕре уйăх илни


Михаил Шевле


Хĕре уйăх илни

Тăлăх хĕре инкĕшне
Ытла йывăр пурăнма:
Ана хăш чух çĕрĕпе
Лекет куççуль юхтарма.
Ĕçе аван тусан та,
Нихçан ăна ырламаç;
Хăйсем наян пулсан та,
Ăна вăрçма вăтанмаç.Ĕçлеттереç вилес пек, –
Çăкăр татки хĕрхенеç.
Çиме ларсан, ăна тек:
«Нăмай чыхан, шуйттан», – теç.
Чăтаç çапах мĕскĕнсем!
Тепле тухмаç чунĕсем.
Мĕскер хушаç – тăваççĕ.
Ăçта яраç – каяççĕ.
Авалтарах çавăн пек
Тăлăх Марье пурăннă.
Питне пăхсан – сар чечек;
Ĕçрен-мĕнтен вут тухнă.
Анчах ăна инкĕшĕ
Ăшă сăмах каламан.
Нихçан, аçа çапасшĕ.
Этем тесе шутламан.
Çак пĕринче Марьене
Çурма çĕртех тăратса
Кларса ярать çăл кутне.
Утать Марье макăрса:
«Атте-анне пулсассăн,
Кун пек нушта курмăттăм.
Ĕçпех пĕтет çамрăк сăн,
Тертпех сÿнет пурнăçăм.
Никам мана хĕрхенмест,
Никам мана юратмасть.
Ман пуштана çын пĕлмест,
Ăш çуннине çын курмасть».
Çанталăкĕ сивĕрен
Пĕтĕм пĕвĕ чĕтрет ун;
Сăхмансăрах тухнăран
Шанма пуçлать ăшри юн.
Пĕлĕт çинчи çăлтăрсем
Ун çинелле пăхаççĕ,
Вĕсен лăпкă çуттисем
Йăпатнă пек курнаççĕ.
Таçта пĕлĕт варринче
Йăваш уйăх çутатать.
Марье хăйĕн ăшĕнче
Çут уйăха кĕл тăвать:
«Атте-анне вырăнне
Хăть эс мана хĕрхенсем;
Ман хурлăхлă кунсене
Хăть эс пăртак кĕскетсем».
Уйхи куна хĕрхенсе
Чăнах илет хай çине…
Пырать инкĕш йĕрлесе:
Ним те юлман шыв кутне.
Унтан пăхать çÿлелле:
Курах каять Марьене.
Марйи пăхать çĕрелле,
Ним те чĕнмест инкĕшне…
Уйăх çине сăнаса
Пахсамăр-ха, ваттисем:
Марье тăрать куллянса, .
Ик айккинче витрисем,
1907

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.