Михаил Шевле: Хĕре уйăх илни

Михаил Шевле


Хĕре уйăх илни

Тăлăх хĕре инкĕшне
Ытла йывăр пурăнма:
Ана хăш чух çĕрĕпе
Лекет куççуль юхтарма.
Ĕçе аван тусан та,
Нихçан ăна ырламаç;
Хăйсем наян пулсан та,
Ăна вăрçма вăтанмаç.Малаллине вулас

Александр Кăлкан: Пĕчĕк Гена

Александр Кăлкан çыравçă

Александр Кăлкан – проза çыравçи, драматург. Унсăр пуçне юптарăвĕсемпе, юрă сăввисемпе тата обществăлла ĕçĕпе палăрнă çыравçă. Островский, Симонов, Шекспир хайлавĕсенчен хăшĕ пĕрне чăвашла куçарнă… Тĕплĕнрех→


Пĕчĕк Гена

Халĕ Гена пĕчĕк çеç,
Пĕчĕк те — чĕлхи чĕкеç;
Чĕвĕл-чĕвĕл калаçать,
Сăвăсем ăста калать.

Малаллине вулас