
Анатолий Смолин — поэт, куçаруçă, тĕрлĕ премисене тивĕçнĕ культура ĕçченĕ. «Çилçунат» журналăн тĕп редакторĕнче, Чăваш Республикин пресс-секретарĕ тата пулăшуçи пулса ĕçленĕ. 14-ран ытла сăвăпа проза пуххи кăларнă. … Тĕплĕнрех→
Хур кайăксем, мĕн-ма эсир вĕçетĕр
Карталанса, карла-карла кăнтăралла?
Çитес инçетĕр çав тери инçе-тĕр,
Çапах та ăнтăлатăр малалла.
Хур кайăксем, мĕн-ма эсир вĕçетĕр
Çунатсемпе çухрăмсене çĕне-çĕне?
Таçти çĕре те çаврăнса çитетĕр,
Çитет-тĕр çул виçме çине-çине.
Хур кайăксем мана хурав памарĕç.
Салху сăнар тĕрленчĕ тÿпере.
Çапах та çутă шанăç çухалман-иç:
Хур кайăк çулĕ юлĕ чĕремре.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.
Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани
- Алексей Милли: Кушлавăш мăнастирĕ çинчен
- Василий Сбоев: Çĕр Ĕç Ăстисем
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ