Тарас Кириллов: Турра манса ан кайăр


Тарас Кириллов


Турра манса ан кайăр

Малтан Турă патшалăхĕпе тĕрĕслĕхне шырăр, ытти вара пурте пулĕ.

—(Матф. 6:33)

Эй чун савнă тăвансем!
Турра манса ан кайăр,
Çылăх айне ан пулăр,
Чунăрсене çăласшăн,
Вилсен рая кĕресшĕн
Халех таса пурăнăр.
Ку тĕнчере пурăнма
Çынна мĕн-мĕн кирлине
Çÿлти Турă хăй ăна
Яланах пĕлсе тăрать.
Турă çыннăн ĕмĕтне,
Унăн хирти асаппе
Тырă-пулăпа пиллет,
Этемсене хĕрхенсе
Çумăр тĕнчипех парать,
Пирĕн анасем çине
Хăй пиллĕхне антарать.
Анчах эпир, этемсем,
Нумай çылăхсем пирки
Хирте ÿснĕ çимĕçе
Алла илейместпĕр те
Хамăра айăплас чух
Саманана хурлатăр.
Çĕр çинче этем йăхĕ
Турра манман вăхăтра
Самана лăпкă тăрать.
Эпир таса пурăнсан,
Çылăх тума чарăнсан,
Тырă-пулă куратпăр.
Кăçал тырă ÿснĕ чух
Çанталăк аван тăчĕ.

Кăçал эпир хамăр та
Тырă-пулă акрăмăр
Турă çине шаннипе.
Турă çине шанасса
Нихăçан та ан манăр,
Ăна хытă ĕненсе
Пĕтĕм чунтан юратăр:
Эпир унăн аллинче –
Эпир унăн ачисем,
Пурте пĕрле тăвансем.
Тăвансене юратăр.
Туррăн ырă ячĕпе
Пур çынна та пулăшăр.
Турă çыннисем пулăр:
Вăл хушнине тунипе
Эсир тасана тухăр.
Тасана тухнă çынсем
Çÿлте Турă умĕнче
Савăнса пурăнаççĕ.
Эсир ыттинчен малтан
Çав савăнăçа шырăр;
Турă патшалăхĕпе
Унăн тĕрĕслĕхĕшĕн
Кунти мĕн пур суяна
Тасалăхпа çĕнтерĕр.
Ĕмĕрхи патшалăха
Таса чунпа кĕнисем
Ангелсемпе пĕрлешсе
Виçĕ сăнлă пĕр Турра
Аслăласа юрлаççĕ.
Таса çынсен кĕллипе
Турă пире хĕрхенет.
Вĕсен ятне асăнса,
Вĕсемпеле пĕрлешсе
Эпир те Туррăмăра
Пире çăлса пынăшăн,
Пире тытса тăнăшăн
Мухтав юрри юрлăпăр:
Мухтав сана, Туррăмăр,
Çÿлти Атте Туррăмăр.

1904

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.