Покров Кун Вĕрентсе Каламалли


Василий Разумовъ

Василий Разумов… Тĕплĕнрех→


Юпа 1-мĕшĕ

Тăвансем, епир пайанхи кун Христосăн таса ђиркĕвĕнђе Турă Амăшĕ ангелсемпе пĕрле святой Андрейĕ курăннине асăнатпăр. Çавăнпа енĕ халĕ сире çак праçник çинђен каласа йарас тетĕп.

Христос çуралсан 910 çултан грек çĕрĕнђе Лев Мудрый йатлă патша пулнă. Çав вăхăтра грек патшалăхĕ çине сарацын халăхĕ вăрçăпа пынă. Вĕсем вăрçăра йалан грексене çĕнтерсе пынă, Кайран вара патша пурăнакан Константинопољ хули патне çитсе, ăна йĕри тавăра хупăрласа илнĕ. Хула çынсене вара ниçтан та пулăшу пама майĕ пулман. Хула халăхĕ кăна курсан питĕ хăраса кайнă. Тăшман аллинђе пурăнасси вĕсене питĕ хăрушăн туйăннă. Анђах çавăн пек пулсассăн та грексем сарацын халăхне Пăрăнасса шухăшламан.

Грексем Турра питĕ хытă ĕненекен çынсем пулнă. Вĕсем йалан ђиркĕве çÿренĕ. Пур ĕçе те, пур йапалана та Турă çине шанса тунă. Тĕрлĕ пысăк инкек синкек килсен те пĕр Турра анђах кĕл-туса, унтан çеç çăмăллăх ыйтса тăнă. Çапла ĕнтĕ грек халăхĕ тăшмансем тапăнсан та Турăран пулăшу ыйта пуçланă. Грексем пĕрле пухăнса кĕл-тăвас тесе Влахернскій тийекен ђиркĕве кайнă. Çав ђиркÿре вĕсем ђунтан-вартан, питĕ хытă йăлăнса кĕл-тунă. Святой Андрей та халăхпа пĕрле çав вăхăтра Турра кĕл-туса тăнă. Турă халăх кĕл-тунине ахаљ хăварман. Святой Андрей çÿлелле пăхса кĕл-тунă ђух, ăна сасартăк Турă Амăшĕ ангелсемпе пĕрле курăннă. Вăл халăха Хăйĕн омофорĕпе витсе тăнă. Святой Андрей хăй мĕн курнине халăха ђистах каласа панă. Халăх кăна илтсен, питĕ хăватланса кайнă та, хула ăшĕнђен тухса Турă пулăшнипе сарацынсене хула патĕнђен хуса йанă. Çакă Турă ĕçне асăнса Христос ђиркĕвĕ çуллен 1-мĕш октябрте праçник тăват̌.

Тăвансем, çакă пайанхи праçник пирĕншĕн те питĕ аслă праçник пулса тăрат̌. Мĕншĕн тесен Турă Амăшĕ халĕ те пирĕншĕн Турă умĕнђе кĕл-туса тăрат̌. Анђах епир хамăр йĕркесĕр пурăннипе Ăна хамăртан сивĕтсе тăратпăр. Халĕ есир итлесе тăтăр: мĕнле грек халăхĕ хăйсем ырă ĕçĕсемшĕн Турăран пулăшу илме тивĕçлĕ пулнине. Тăвансем, ĕнтĕ ђăнах та шухăшлăр-ха епир грексем пек йалан ђиркĕве çÿретпĕр-и? Турă законĕпе пурăнма тăрăшатпăр-и? Тĕрлĕ пысăк хуйхă вăхăтра Турă патнелле пăхса Унтан пулăшу ыйтатпăр-и? Çук, тăвансем, нумайĕшĕ Турра йăлăнса кĕл-тăвас вырăнне йумăçсем патне кайса вĕсен тĕрлĕ усал сăмахĕсене итлеççĕ. Çавăнпа вара ђиркĕве çÿрес вырăнне, Турра йăлăнса кĕл-тăвас вырăнне, тÿркиллисене, киреметсене кайса çăкăр йе укçа тавăраш пăрахса çÿреççĕ. Йумăç сăмахĕпех йал-йышсенђен, кÿршĕ-аршăсенђен сивĕнсе пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне курайми пулаççĕ. Çавăнпа йумăç ĕçĕ – шуйттан ĕçĕ вăл. Кам йумăçа çÿрет, çавă çын ĕмĕрне те Турă умĕнђе тасалса çитеймест. Çавăнпа Унăн тивлетне те илме тивĕçлĕ пулмаст̌. Турă Амăшĕ çавăн пек çынсемшĕн Хăйĕн Ывăлĕ умĕнђе хута кĕрсе тăмаст̌. Çавăнпа пирĕн Турă умĕнђе грексем пек таса ђĕреллĕ пулма тăрăшас пулат̌. Унăн хăватне илме тивĕçлĕ пулас тесе тăрăшас пулат̌. Пĕр май Турă çинђен шухăшлас пулат̌. Ђиркĕве ђас-ђасах çÿрес пулат̌. Йумăç ĕçне пăрахас пулат̌. Вĕсем каланă сăмахсене ĕненес пулмаст̌. Пĕр çÿлти Турра анђах хамăр ђĕрере тытса усрас пулат̌. Унăн Амăшĕнђен анђах хăтăлма хăват пур ђиртен те, пур усалтан та, ыйтса тăрар. Вăл пĕр анђах Хăй Ывăлĕ умĕнђе пирĕншĕн хута кĕрсе тăрат̌.

Ей Турă Амăшĕ, Есĕ пур херувимсенђен те аслă, серафимсенђен те мухтавлă. Есĕ пире Çăлакана çуратнă. Ун умне тăрса пирĕншĕн Ăна кĕл-ту. Амин.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.