Митта Ваçлейĕ: Октябрь Ачисем


Октябрь Ачисем

Утар, утар пĕр харăссăн,
Октябрь ачисем!
Хĕвел шевли пек харсăрлăх,
Çиçсем, çиçсем, çиçсем!
 
Пыратпăр ак урам тăрăх,
Умра — хĕрлĕ ялав.
Хытрах, атьсемĕр, янтăрăр,
Çĕнетĕр кив яла!
 
Эпир çĕнĕ пăлхавăрăн
Чăн ывăль-хĕрĕсем.
Пур хапрăк-савăт — хамăрăн,
Тăраççĕ кĕрлесе.
 
Мĕнпур тĕнчен пархатăрĕ,
Мĕнпур телей — пире!
Урхамах пек тракторĕ
Çĕмĕрттерет хире.
 
Йÿçет тăшман кĕвелĕкĕ,
Тăшман çилли урать.
Çурхи кунсен хĕвелĕ пек
Çиçер çапăçура!
 
Утар ударлăн, харăссăн,
Атьсемĕр, малалла!
Хĕвел шевли пек харсăрлăх
Эпир кăлармалла!
 
Пыратпăр ак урам тăрăх,
Умра — хĕрлĕ ялав.
Хытрах, атьсемĕр, янтăрăр,
Çĕнетĕр кив яла!
 

1928

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.