Сентябрь – Георгий Орлов


Георгий Орлов


Сентябрь

Сентябрь (авăн уйăхĕ) тăрать. Пирĕн тавралăх ăна кĕр тырри акса хăварнă вĕçĕ-хĕррисĕр анасемпе, улмисем йывăррине пула тураттисене уснă улмуççисемпе, сип-симĕс каюллă улăх-çаранпа, тĕл-тĕллĕн шупкалнă-хĕрелнĕ ката-вăрманпа кĕтсе илет.

Çанталăк самаях уçă. Хĕвеллĕ, лăпкă, кăмăллă кунсен вăхăчĕ те иртмен-ха. Шыв сивĕнсех çитеймен. Хăш-пĕр çул шыва кĕрекенсен йышĕ сентябрь варричченех пĕве-кÿле хĕрринчен хăпма пĕлмест. «Вăтам» сентябрьте тăхăр кун çеç уçăрах пулмалла, ытти чух кăнтăрла кĕпе вĕççĕн çÿремеллех ăшă тăмалла.

Уяр та тÿлек кунсем сентябрьте уйрăмах илемлĕ пек. Тавралăх инçе-инçе курăнать. Пур çĕрте те татăлса-таткаланса пĕтнĕ эрешмен картисем вылянса ялтăраççĕ. Садсенче юлашки улмасем йăмăхаççĕ, хĕрелсе, йывăрланса кайнă пилеш сапакисем те хĕвел питтинче шăранакан кăвар евĕрех çиçсе чуна илĕртеççĕ. Тÿпе тап-таса, яр уçă. Çил çукпа пĕрех. Ăшă-ăшă. Çу тепĕр хут килнĕнех туйăнать. Тăри те сас памасăр чăтаймасть, çуркуннехи чухлех савăккăн мар пулин те юрласа ярать.

Вăрман саралса-хăмăрлансах пырса çаралнă-çемĕн çаралать. Чи малтан хурама, çĕмĕрт, çăка çулçă тăкса пĕтереççĕ. Уйăх вĕçнелле юман тумĕ те таткаланма тытăнать.

Кăмпа августри пекех нумай мар та, тухать-ха. Вăйлă тăм хыççăн тин чылайăшĕ пачах курăнми пулать. Чи лайăххисенчен хырайĕпе хура кăрăç кăна ун пек сивĕрен питех хăрамаççĕ. Çанталăк йĕпене кайсассăн тунката кăмпи нумай тупăнать.

Хурăнсемпе чăрăшсен айĕнче, нÿрĕрех вырăнта, хăртнăсенче кăвак çырла кăвакарать. Анчах ăна та ирĕлсе-ванса ан пĕттĕр тесессĕн типĕ çанталăкра кăна татма юрать. Ун чух та тĕммине хуçасран, ватасран хытă сыхланас пулать, мĕншĕн тесен вăл питĕ вăрах çитĕнет, чипер упрасассăн виç çĕр çула яхăнах ларать.

Уйсенче хĕрÿ ĕç шавĕ чакнăçемĕн чакать. Уйăх пуçламăшĕнчех кĕр тыррисене акса пĕтереççĕ, çĕр улми кăларма тытăнаççĕ, çĕртме сухине пĕтересшĕн тăрăшаççĕ. Çав ĕçсенчен пушаннă хыççăн тин ĕшеннĕ çĕр уçă çумăрсемпе çăвăнса тасалса канма выртать.

Вĕçен кайăксем тахçанах пысăк ушкăнсене пĕрлешнĕ. Ăшă çĕршывсене кайма хатĕрленнĕ май вĕсем инçерен инçе вĕçсе-çаврăнса çÿреççĕ. Кăсăясем юпа уйăхĕчченех вăрмантан ял-хулана таврăнма пуçлаççĕ.

Сентябрĕн 23-мĕшĕнче кунпа çĕр танлашать. Малашне вара декабрĕн 22-мĕшĕчченех кун кĕскелсе пырать, çĕр вăрăмланнăçемĕн вăрăмланать.

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.