Радонежри Сергійе Асăнни

Михаилъ Даниловъ


Авăн 25-мĕшĕ

Радонежри Хăватсем Тăвакан Таса Пурăнăçлă Сергійе Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕ Вĕрентсе Калани

Тăвансем! Пайан Ђиркÿ Радонежри хăватсем тăвакан таса пурăнăçлă Сергійе асăнса праçник тăват̌. Вăл пĕр 500 çул маларах пурăннă. Унăн ашшĕпе амăшĕ Кириллпа Марія питĕ ђаплă, пуйан, Турра ĕненсе пурăнакан çынсем пулнă. Св. Сергій малтан Варфоломей йатлă пулнă. Вăл шкулта та пит нађар вĕреннĕ. Вăл пĕрре вăрманта кĕл-туса тăракан ватă монаха тĕл-пулнă. Ватă монах Варфоломейе хăй ыйтнине кĕл-туса пилленĕ те, унтан вара вăл шкулта та лайăх вĕрене пуçланă. Вăл ÿснĕçемĕн лăпкăланнă; ыттисемпе выљаса-кулса çÿрес вырăнне, Турă кĕнекисене вулама йуратнă. Ашшĕсем вилсен, пиђђĕшĕсем авлансан Варфоломей хăйне тивĕç пурлăхне шăллĕне парса, хăй Стефан йатлă аслă пиђђĕшĕпе вăрмана кайса, пĕђĕкçĕ пÿрт лартса, Турра кĕл-туса пурăна пуçланă. Унтан Виçĕ-Ипостаçлĕ Турă йађĕпе пĕр йывăç ђиркÿ лартнă. Пиђђĕшĕ ђăтаймасăр киле тавăрăнсан, 24-çулхи Варфоломей, Малаллине вулас