Гаврил Кореньков
Юрă
Пырса кĕтĕм çуркунне
Çамрăк çĕмĕрт вăрманне,-
Пурте чечек çураççĕ;
Икĕ çĕмĕрт хăраççĕ.
Мĕншĕн вĕсем çуралман,
Мĕншĕн вĕсем хăраççĕ?
Ватă çĕмĕрт уссăртан
Икĕ çамрăк хăраççĕ.
Пырса кĕтĕм çуркунне
Çамрăк улма пахчине, —
Пурте чечек сараççĕ;
Ик улмуççи хăраççĕ.
Мĕншĕн вĕсем çурăлман,
Мĕншĕн вĕсем хăраççĕ?
Тымар тăпри хытăран
Икĕ çамрăк хăраççĕ.
Пырса кĕтĕм çуркунне
Чие çырли пахчине, –
Пурте чечек çураççĕ;
Икĕ чие хăраççĕ.
Мĕншĕн вĕсем çурăлман,
Мĕншĕн вĕсем хăраççĕ?
Айра тăпра шывсăртан
Икĕ çамрăк хăраççĕ.
Пырса кĕтĕм çуркунне
Ялти çамрăк ушкăнне, –
Пурте йăл-йăл кулаççĕ;
Икĕ çамрăк макраççĕ.
Мĕншĕн вĕсем кулайман,
Мĕншĕн вĕсем макраççĕ?
Килти ватă ăссăртан
Икĕ çамрăк макраççĕ!
1916