Малтанхи учителе


П. Михайлов


Малтанхи учителе

Вĕрентекен, ман сирĕн умăрта
Нихçан каçми виçесĕр пысăк парăм,
Пĕрремĕш хут тĕл пулнă саманта,
Тен, çавăнпах эп халь те манаймарăм.
Шăпланнă класс, пулас юлташăмсем
Куçран пăхса сире чунтан тимлеççĕ.Кашнийĕн ĕмĕт — иксĕлми хĕлхем:
Кам çĕр ĕçченĕ, тухтăр е тĕпчевçĕ.
Камран килет ÿссе çын пуласси, —
Эсир ăна чунпа туйса ăнланнă.
Умра янран ачалăхăн сасси
Чĕнсе сире хăй евĕр хумхантарнă.
Ятланă та, мухтанă та эсир, —
Пире ăс-тăн пама-и пулнă çăмăл?
Шкул вăхăчĕ — пурнăçăмри çут ир —
Ĕмĕрлĕхех ман асăмра эс тăсăл.
Юр сăнлă çÿçĕн (мĕншĕн туйрăм тин?),
Тен, маншăнах шуралнă пĕр пайрамĕ.
Эсир анне пек, сирĕншĕн пулин
Çак манăн сăввăм — ывăлăр саламĕ.
Вĕрентекен… сăваплă сирĕн ят!
Парсамăр ирĕк пуçăма таймашкăн.
Эсир чĕртейнĕ чĕремри кăвар,
Çук, чарăнмĕ нихçан та ялкăшмашкăн.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.