Спиридон Михайлов-Янтуш: Хусанта, Державин Палăкĕ Умĕнче


Спиридон Михайлов чăвашран тухнă пирвайхи историк, этнограф, географ, фольклорист, Раççей географи обществин членĕ тата ĕçченĕ (1854), Хусанти статистика комитечĕн членĕ тата корреспонденчĕ (1856). Очеркĕсенче чăвашсен йăли-йĕркине çырса кăтартнă, халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхсене пухса çапса кăларттарнă… Тĕплĕнрех →



Хусанта, Державин палăкĕ умĕнче

«Пĕлес килни,– тенĕ Карамзин,– вĕреннĕ çыннăн та, хутла пĕлменнин те пур. Олимп çинчи чаплă вăйăсенче Геродот авалхи халапсене вулама тытăнсан халăх шавлама чарăннă та сас кăлармасăр тимленĕ. Сас паллисемпе усă курма пĕлмесен те халăхсем ĕç тăрăма пĕлме хавас: ватти çамрăккине çÿллĕ вил тăпри çине кăтартать те унта выртакан çын ĕçĕсем çинчен каласа парать».

Чăвашсем те, ку таранччен чи тĕттĕммисен шутĕнчи ют йăхсем, çавăн пекех пĕлеслĕхлĕ, вĕсем те ырă япалана вĕреннĕ çынсенчен кая мар хаклама пултараççĕ, çĕкленÿллĕ ăнлавсем те вĕсене ют мар. Çавна çирĕплетсе парать те ĕнтĕ манăн калавăм.

Гавриил Державин палăкĕ, 1846-1932 çулсенче ларнă палăкăн 2003-мĕш çулта уçнă репродукцийĕ. Хусан хули, Раççей.

…Иртнĕ çулсенчен пĕринче эпĕ виçĕ чăвашпа – пĕр ватăпа тата икĕ каччăпа – Хусанта пултăм. Вĕсем Хусана пĕрремĕш хут килнĕ те мана хула кăтартма ыйтаççĕ: «Эпир пĕччен тупас çук ăçта мĕскерле мыскарасем пуррине кăтартăр». Вĕсем ыйтсан эпĕ хаваспах килĕшрĕм, вара каларăм: чăн пирваях каяс кирлĕ кĕпĕрскине, урăхла каласан – крепоçе. Чăвашсем Хусан крепоçне «кĕпĕрски» теççĕ, ахăртнех, ĕлĕк кĕпĕрне çар вăйпучĕн кĕнччелерĕ унта пулнăран – çавăнта авал вĕсен тăлмачĕсем тăнă.

Çапла вара эпир тăватсăмăр (вăл шутра ватă карт та) кĕпĕрскине кайрăмăр. Унта эпĕ вĕсене тахçанах шăратса кăларнă чиркÿ чанне (вăл ун чухне çĕр çинче уйрăм картишĕнче ларатчĕ) , çĕнĕрен туса лартнă кермене, Çулăмпике пашнине, Архиерей хĕресĕн чиркĕвне тата Кремльти ытти тĕлĕнтермĕшсене кăтартса çаврăнтăм. Унтан та ытларах соборта тата Спас мăнастирĕнче каçхи кĕлĕре пултăмăр. Чăвашсем эпĕ кăтартнисене питех те кăсăкланса, чунран хисеплесе пăхрĕç. Юлашкинчен эпĕ вĕсене каларăм: «Айтăр халь, юлташсем, манпала, эпĕ сире кăтартам пĕр тĕлĕнтермĕшрен тĕлĕнтермĕш мыскара!».

Кĕпĕрскинчен вăрахлатмасăр тухрăмăр та Вырсарни урамĕпе чун тахçанах туртнă çĕре васкарăмăр. Акă эпĕ вĕсене университетăн сарлака картишне, «Турă» тата «Фелица» одăсем çырнă Гавриил Романович Державин палăкĕ умне илсе тухрăм.

Ку самантра тухăçран лăпкă çил вĕретчĕ, вăл сăвăçăн çĕкленсе тăракан сылтăм аллине сĕртĕнсе темле вăрттăн сасăсем кăларатчĕ. Державин çÿлти тÿпене чĕнсе калать темелле:

Эс, çутă паракан тĕнче,

Пĕр сăмахпа пурне те тунă.

Çĕнĕ вăй-хал ытамĕнче

Эс пулнă, пур, татах та пулăн!

Манăн юлташсем тĕлĕннипе хытса кайрĕç, мĕн каламаллине те пĕлмеççĕ. Вара эпĕ тĕлĕнсе пăхса тăракансене палăк çине алăпа кăтартса çапла ыйтрăм: «Чухлатăр-и эсĕр, кам çакă?». Ватăраххи вĕрентÿçĕ сассипе хуравларĕ: «Ку Иван Васильевич патшапа пĕрле Хусана илнĕ паттăр, ун пек икĕ паттăра эпĕ Мускавра та курнăччĕ». Державина паттăр вырăнне хуракан карт ĕлĕк кирасир пулнă, Элексантăр патша ялавĕ айĕнче çапăçусене кĕрсе кăвакарнă вăл.

Манăн ăна тÿрлетмеллех пулчĕ: «Çук çав, ватă çыннăм, эсĕ ку аслă çынна палласа илеймерĕн; вăл чăнах та паттăр çын, анчах вăрçăри ĕçсемпе кăна мар, аслă ăс-тăн çирĕплĕхĕпе те: вăл паттăр сăмахсемпе курайманлăха, тарăхăва пĕтернĕ, тĕрĕслĕхе хутĕленĕ, ырă тăвакана, тăван çĕр-шыва, турăпа патшана юратнă»,— терĕм. Вара эпĕ вĕсене Державин пурнăçне йăлтах каласа патăм, вăл иккĕмĕш Кĕтерне патша вăхăтĕнче çар хĕсметĕнче тăнине те асăнтăм. Малтан чухăн пулнă, анчах пурне те вĕреннĕ, юлашкинчен унăн çивĕч ăсне патшасем пĕлсен тÿре туса хунă, вилсен вара пирĕн патша унăн çĕр-шыв умĕнчи ĕçĕсепе хисеплесе çак палăка лартма хушнă. Хусан вăл Державинăн тăван хули-çке-ха.

Манăн сăмахсем çамрăк чăваш юлташсен чунĕсене хытах хускатрĕç. Çакăн пек ăсчах та тава тивĕçлĕ çынна кăтартнăшăн вĕсем мана тав турĕç. Университет картишĕнчен кайма тапрансан вĕсенчен çамрăкки палăкпа уйрăлнă чухне макăрса ячĕ те çапла каларĕ: «Сывă пул, пирĕн Хусанти аслă çын! Эпĕ сана ĕнтĕ кураймăп!» Вăл чăнах та ăна урăх кураймĕ, мĕншĕн тесен унăн тăван çĕрĕпе уйрăлса аслă вырăс патшин çарне хĕсмете тухса каймаллаччĕ.

Халĕ манăн çулташ чăвашсем пурăнакан ялта Державин ятне тăтăшах асăнаççĕ, çапла вара Фелица юрăçин сăвăллă сăмахĕсем тÿрре тухрĕç:

Ман çинчен хыпар кайĕ Шурринчен Хура тинĕс таран,

Атăл, Дон, Невапа Урал сăрчĕ Рифея…

Шучĕ çук халăхсем хисеплейĕç ятран,

Ним çукран вĕсене паллă пултăм вĕт эпĕ…


Михайлов-Янтуш, С. Хусанта, Державин палăкĕ умĕнче / С. Михайлов-Янтуш // Чăваш сăмахлăхĕ : 10-мĕш класăн вĕренÿпе вулав кĕнеки / Н. Г. Иванова, В. П. Никитин пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар, 1993. – I пай. – С. 272-274.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.