Юман

Гаврил Кореньков: Юман юрри


 Гаврил Кореньков


Юман юрри

Кашни килен çуркунне
Чечек шăтать ман хÿтте.
Хура çумăр пĕлĕте
Хупăрласан – вĕсене.

Çулçăмсене пуçтарса,
Ялан витсе тăраттăм.
Çил вĕрсессĕн, авăнса,
Çиле сирсе яраттăм.

Хĕрÿ хĕвел çуттипе
Вĕсен çеçки шанмастчĕ,
Пăрлă çумăр çунипе
Чечек пĕвĕ ванмастчĕ,

Шăрăх тăнă вăхатра
Çĕртен сивĕ кăларса
Сивĕтеттĕм йĕр-тавра…
Ÿсетчĕç çав сарăлса.

Анчах вĕсем пĕри те
Ман çинелле пăхмастчĕç.
Ман хÿттĕмре пулин те.
Ăшшăн пахса кулмастчсç.

Çапах кашни çуркунне,
Хам чĕрене хытарса,
Пĕтĕм кăмăл йÿççине
Куççуль витĕр каçарса –

Ыттисене пăхаттăм,
Çил-тăвăлтан сыхлаттăм.
Çапах эпĕ чăтăттăм,
Çапах шăла çыртаттăм.

Хăш те пĕри кусенчен
Мана савми-ха тесе;
Хуть пĕр хут çу каçиччен
Ман патнелле çĕкленсе:

«Эп сан!» тесе калами,
Çулçăмсене сĕртĕнми
Тесе. Анчах вĕсем те
Эп кăшт-пăртак тайăлсан

(Ха, хăйсене тивмен те!),
Эп вĕсене варласран –
Манах хирĕç чĕнетчĕç,
Усал ятпа витлетчĕç!

Пĕр вăхăтра чечексем
Ÿсми пулчĕç ман айра.
Куртăм: хура путексем
Ишетчĕç-çке катара…

Чылай вăхăт иртсессĕн,
Лешсем вилсе пĕтсессĕн,
Илемлĕ çеç сар чечек
Шăтса тухрĕ, тем чир пек.

Пĕтĕм чунтан ратланса,
Ăна пăха пуçларăм.
«Кунтан хуть пер савăнса
Пулми?» тесе каларăм.

Çумăр çусан, пар çусан,
Ун пуç тăрне ÿкмерĕ;
Тăвăл пулса çил тухсан,
Ăна пĕртте тивмерĕ.

Уйăх тухса вăрмана
Хăй çутипе çутатсан,
Пĕтĕм кайăк йăвана
Кĕрсе ларсан, çывăрсан, –

Эп, ыйăха каймасăр,
Куçа унтан тартмасăр,
Çамрăкскере сыхлаттăм,
Ун сăвлăшне сывлаттăм.

Чечекки те кашни ир
Ман патналла тăслатчĕ.
Ĕмĕр чечекпе эпир
Пĕрле пурнас туйнатчĕ!

Çук, кунпа та савăнса
Пулаймарĕ пурăнса!
Анчах мана ку чечек
Хур çеç турĕ, лешсем пек.

Çамрăк туйра шăтайчĕ…
Чечек ăна пăхайчĕ…
Каллах юлтăм пĕр-пĕччен,
Каллах татăлтăм телейрен!

Пĕтĕм çĕре чĕтретсе,
Тымарсене хуекатрăм;
Çулçăмсене силлесе,
Сар чечеке ылхантăм.

Ним юлмарĕ туйăмран!
Ăçта кайрĕ чечекки?
Пĕттĕр, çĕттĕр ман куçран –
Тек ан ÿстĕр ун пекки!

Çавăнпа май хÿтĕре
Нимле курăк халь ÿсмест.
Луччă лăпкă чĕрере:
Ни çунмасть вăл, ни йÿçмест.

1908

Advertisements

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.