Свящ. Павел Егоровъ.
Авăн 14-мĕшĕ
Пайанхи кун Іисус Христосăн хĕресне хисеплесе праçник тăваççĕ. Іисус Христоса іудейсем кураймасăр хĕрес çине пăталаса вĕлернĕ. Христос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрсан, пĕлĕт çине çĕкленсен кайран, Христоса пăталанă хĕресе іудейсем таçта çĕр айне пытарса хунă, —Христос çуралсан кайран пĕр виçĕ çĕр çул ытла иртсен, грексен патши Константин вăрçа кайнă. Вăл тăшмана хирĕç тухас умĕн, кăнтăрла пĕлĕт çинђе хĕрес палли курнă, вăл хĕрес çиçĕм пек çиçсе тăнă. Хĕрес айĕнђе ак çак сăмахсем пулнă: çакăнпа çĕнтер, тесе çырнă. Çапла пĕлĕт çинђе паллă курсан, Константин патша пĕр хăрамасăр вăрçа кайнă та, хăй тăшманне çĕнтернĕ вара. Константин патшан амăшĕ Елена тăшмана çĕнтерни Іисус Христос пулăшнипе пулђĕ тесе шухăшланă. Вăл вара Христосăн хĕресне шыраса тупасшăн пулнă, Христоса Іерусалим хули патĕнђе пăталанă. Çавăнпа Константин патша амăшĕ Елена Христосăн хĕресне шырама Іерусалиме кайнă. Іерусалиме пырсан, патша амăшĕ Елена пуринђен те ыйтса çÿренĕ: Христоса пăталанă хĕресе ăçта хунă-ши? тесе тĕпђесе çÿренĕ. Ăçта хунине никам та пĕлмен. Унтан вара пĕр Іуда йатла ватă еврей çынни, Христосăн хĕресĕ ăçта выртнине кăтартса панă. Христосăн хĕресне çĕре пытарнă. Вăл тĕлте суйа тĕнлĕ çынсен кĕл-тумалли çурт пулнă, Елена çав çурта пăстарнă та, çĕре алта пуçланă. Çĕре алтсан алтсан виçĕ хĕрес тухнă. Христосăн хĕресĕ хăшĕ? пулнине нийепле те пĕлме пулман. Çав вăхăтрах вилнĕ çынна йăтса пынă. Макарій патріарх вилнĕ çынна çĕклесе пыракансене ђарăнма хушнă. Хĕрессене вилнĕ çын çине хура пуçланă.

Пĕрне хунă, нимĕн те пулман; тепĕр хĕресне хунă, нимĕн те пулман; виççĕмĕш хĕресне хурсанах, вилнĕ çын ђĕрĕлсе тăнă. Çак ĕçрен вара Христосăн хĕресне палланă. Çавăнта курса тăракансем, Христоса ĕненекен çынсем, пур те Хĕрес умĕнђе ÿксе пуççапса хĕресе ђуп-тăва пуçланă. Халăх пит нумай пулнă; халăх пит нумай пирки Хĕресе курма пурне те май пулман. Халăхсем пур те курђђăр тесе, Макарій патріарх çÿлĕ çĕре улăхса тăнă та, Хĕресе çĕкле, çĕкле халăха кăтартнă. Хĕресе çĕклемессерен çынсем сăхсăхса тăнă. Çавна асăнса пайăн праçник тăваççĕ.
Христос хĕрес çинђе пăталама вилсе çынсене шуйттан аллинђен хăтарнă. Çынсене рай алăкне уçса панă. Çавăнпа Христоса ĕненекен çынсем Христосăн хĕресне пит хисеплесе пурăнаççĕ. Христосăн хĕресĕ Христоса ĕненекен çынсене илемлетсе тăрат̌, вĕсене палăртса тăрат̌. Христоса ĕненекен çынсем хăйсем Христоса ĕненнине ытти çынсене Хĕрес çакса çÿресе кăтартаççĕ, хăйсен çине хĕрес палли туса хăйсене палăртаççĕ. Кам çинђе хĕрес çук, кам сăх-сăхмаст̌, вăл çын Христоса ĕненекен çын мар вара.
Христос хĕрес çинђе пăталанса вилсе шуйттана çĕнтернĕ. Христосăн хĕресĕ халĕ те шуйттана хăратса тăрат̌, шуйттан хĕресрен пит хăрат̌. Константин патша пĕлĕт çинђе курăннă хĕрес паллипе хăйĕн тăшманне çĕнтернĕ. Епир те хамăр çине хĕрес палли туса курăнман тăшмана-шуйттана çĕнтерме пултаратпăр. Шуйттан çынна астарса çылăха кÿртес тесе çын ăшне тĕрлĕ усал шухăшсем кÿртет, çавăн пек ђухне епир шуйттана хамăр çине хĕрес палли туса çĕнтерме пултаратпăр. Усал шухăшсем килсе кĕрсенех, хĕрес çинђе пăталанса вилнĕ Христос çинђен аса илсе сăх-сăх, çавăнтах вара усал шухăш сирĕлсе кайат̌. Тата хăш ђухне çынна пит хытă çилĕ килсе кайат̌, çавăн пек ђухне те сăх-сăхсанах, çилĕ таçта иртсе кайат̌. Христоса ђунтан, пĕтĕм ђĕререн ĕненсе сăх-сăхсан, тата ђирлĕ çынсем сывалаççĕ. Пĕрре апостол Іоанн Богослов пĕр ђирлĕ çын çине хĕрес палли тунă та, ђирлĕ çын çавăнтах сывалнă. Хĕрес хăвађĕпе нумай çынсем вилес çĕртен хăтăлса йулнă. Пĕрре сăваплă Ѳеклана çунтарса вĕлерес тесе тăшмансем вут çине хунă. Ѳекла хăй айĕнђи çунса выртакан çапă çине, вутă çине хĕрес палли хунă та, вут ăна нимĕн сийен те туман.
Ей ырă çынсем! Христосăн хĕресĕ пит хăватлă. Хĕресĕн хăвађĕ Христоса ĕненекен çынсене пур тĕрлĕ инкекрен те сыхласа тăрат̌. Çавна пĕлсе есир те хăвăр çине хĕрес палли хума, сăх-сăхма, нихăçан та ан ÿркенĕр. Усал шухăш килсе кĕрет-и сана, ђуну хуйхăрат̌-и санăн, ђун хăрат̌-и санăн, Христоса ĕненсе сăх-сăх, нимĕн те пулмĕ сана, нимĕн усал та тивмĕ сана. Ей Турă, Хăвăн хĕресÿ хăвађĕпе пур тĕрлĕ усалтан витсе сыхласа усра мана. Амин.