Павăл, Миккуль тата Петĕр – Иван Шухши


Иван Шухши

Павăл, Миккуль тата Петĕр

Ачасемшĕн паян уяв — шкулта кĕнеке валеçеççĕ. Кашни вĕренекен учитель сĕтелĕ патне тухать те пĕр çĕклем кĕнеке çĕклесе хăй вырăнне кайса ларать, çĕнĕ кĕнекесене уçкаласа пăхма пикенет. Пурте савăк кăмăллă.

Акă черет Павăла çитрĕ. Курать-ха вăл: сĕтел çине купаласа хунă кĕнекесенчен хăшĕсем вĕр çĕнĕ пекех, хăшĕсем вара пăру чăмланă пекех сÿсленсе кайнă. Мĕнле тăрлавсăр ача вĕреннĕ-ши вĕсемпе?
Кĕнекисем аптрасах кайманнисем лекрĕç Павăла, анчах юлашкийĕ, «Тăван сăмах», ачан пĕтĕм кăмăлне пăсса хучĕ. Хуплашкийĕ çине мĕн кăна ÿкерсе тултарман пуль! Хырăмпа шăвакан, шывра ишекен чĕр чунсенчен пуçласа инопланетянинсем таранах. Çитменнине тата, хуплашки кĕç-вĕç тăпăлса тухас пек çакăнса тăрать. Кĕнекере 5-мĕш, 6-мĕш, 118-мĕш страницăсенчен çурри кăна упранкаласа юлнă, 3-мĕш, 12-мĕш, 25-мĕш страницăсем вара пачах çук, таçта çĕтнĕ ĕнтĕ.

«Ма кулать-ши манран ку Вера Николаевна пĕрремĕш кунах?» — шухăшласа тăрать Павăл. Хăй макăрса яманни çеç. Мĕнле вĕренмелле ĕнтĕ ку кĕнекепе? Вăл пĕтĕм вĕренес кăмăла пĕтерсе лартать.
— Куратăп, Павăл кăмăлсăр юлчĕ пирĕн, — терĕ Вера Николаевна кĕнекесене валеçсе пĕтерсен. — Типтерлĕ тытса усранă кĕнеке лекмерĕ ăна. Мĕн тăвас тетĕн — телей. Кăштах сиплемелле пулать кĕнекене. Çакăнпах вĕренмелле, чаплăраххи çук.

Сиплемелле… Никамăн та мар, шăпах Павăлăн сиплемелле имĕш.

— Ачасем, — терĕ малалла Вера Николаевна. — Кĕнекесемпе сирĕн хыççăн çак класа килекен ытти ачасен те вĕренмелле. Типтерлĕ тытăр вĕсене. Çĕтĕлме пуçланă страницăсене юсасах тăрăр. Халĕ юлашки хуплашкине уçар та унта хамăрăн хушаматсене çырса хурар.
Эрлĕк кăмăллă Павăл «Тăван сăмах» хуплашкине уçрĕ те хăй хушаматне çырма пикенчĕ. Кунта кĕнеке кам-кам аллинче пулни ывăç тупанĕ çинчи пекех курăнса тăрать. Иртнĕ çул акă ку кĕнеке хуçи…
Чим, тĕрĕсех-и ку? Пулма пултараймасть! Иртнĕ çулхи вĕренекенĕн хушаматне Павăл хăй куçĕсене шанмасăр темиçе хутчен те вуласа тухрĕ. Иккĕленмелли çук: иртнĕ çул ку кĕнекен хуçи никам та мар, шăпах Павăл пиччĕшĕ Миккуль пулнă. Ну, киле çитсен калать ĕнтĕ Павăл пиччĕшне, ну, калать! Мĕншĕн вăл кĕнекене ним вырăнне те хуман? Мĕншĕн унăн кĕнеки класра пуринчен те çĕтĕкреххи? Тата хăш-пĕр страницăсене ăçта кайса чикнĕ? Мĕнле вĕренмелле халь Павăлăн?
Каларĕ, шкулта ларнă чухне мĕн шутланине йăлтах каларĕ Павăл пиччĕшне килĕнче. Пиччĕшĕ тÿрре тухма тăрăшмарĕ. Хутпа çилĕм, хачă тата витĕр курăнакан çилĕмлĕ хут илчĕ те шăллĕ валли кĕнеке юсама ларчĕ.

Унччен те пулмарĕ — пÿрт алăкĕ уçăлчĕ те, пĕртăвансенчен виççĕмĕшĕ, чи кĕçĕнни, Петĕр кĕрсе тăчĕ. Вăл кăçал 3-мĕш класа кайрĕ.
— Павăл пичче, çак кĕнекепе пĕлтĕр эсĕ вĕреннĕ-и? — ыйтрĕ вăл «Вырăс чĕлхи» кĕнекене сумкинчен кăларса.

Мĕн калăн ĕнтĕ? Петĕр аллинчи кĕнекен пĕлтĕрхи хуçи Павăл пулнă. Пытармасăр каласан, Павăл хăй те упрасах каймарĕ çав кĕнекесене. Чăнах та, ÿпĕнсе ларсах вуланă чухне кĕнеке страницисем хуçлана-хуçлана ларнисем пулнă çав. Мелсĕррĕн уçсан çурăлса та каятчĕç. Пĕррехинче тата, сумкăсем çине ларса тăвайкки ярăннă хыççăн, «Вырăс чĕлхи» страницисем ăвăс çулçисем пекех пĕр-пĕринчен йăкăр-р шуса уйрăлма тытăнчĕç. Çулталăк вĕçне аран тухрĕ вăл кĕнекепе Павăл. Хăтăлтăм тенĕччĕ — пулмарĕ. Кĕнеке ăна шыраса тупрĕ ав.

Павăл сăмах та хушмарĕ. Петĕрĕн кĕнекине илчĕ те Миккуль пиччĕшĕпе юнашар юсама кайса ларчĕ.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.