Турă Амăшĕ ача чухнехи

Турă Амăшĕ Çуралнă Кун Вĕрентсе Калани


Свящ. Павел Егоровъ.


Авăн 8-мĕшĕ

Пайанхи кун Турă Амăшĕ çуралнине асăнса праçник тăваççĕ. Турă Амăшин ашшĕ Іоаким йатлă пулнă, амăшĕ Анна йатлă пулнă. Вĕсем хăйсем пит ырă çынсем пулнă, Турă законне тытса пурăннă. Анђах вĕсен ађа-пăђа пулман, çавăнпа вĕсем пит хуйхăрнă. Вĕсем ађа, çук пирки хуйхăрса пĕр май Турăран: пире ађа пар, тесе йăлăннă. Турă вĕсен кĕллине илтсе вĕсене ађа курмалла тунă: Iоакимпа Анна ватăлса çитсен, вĕсен хĕр ађа çуралнă, ăна вĕсем Марія йатлă хунă. Ашшĕ-амăшĕсем—Іоакимпа Анна хăйсем ырă çынсем пулнă, ађи те вĕсен пит ырă пулнă. Çав Марія Хĕртен вара Христос Турă ÿтленсе çуралнă.

Çапла ырă ашшĕ-амăшĕсенђен ырă ађа çуралнă. Вăл кирек хăçан та çапла; ашшĕ-амăшĕсем ырă çынсем пулсан , ађисем те ырă пулаççĕ: ашшĕ-амăшĕсем усал пулсан, ађисем те усăлăх пулаççĕ: ырă çынтан ырă ађа çуралат̌, усал çынтан усал ађа çуралат̌. Ку ђухне ашшĕ-амăшĕсем нумайĕшĕ хăйсен ађисене ÿпкелеççĕ: пире итлемеççĕ, пире хисеплемеççĕ, теççĕ. Ађи-пăђисене те ырăлама çук: хăшин ађисем пĕђĕккĕлех пуç пуласшăн; ашшĕ-амăшĕсене те ырăласах пĕтермелле мар. Ашшĕ-амăшĕсем ађи çуралађ-ђенех, ађи хырăмра ђухнех, ађине усала вĕрентеççĕ, ăна пăсаççĕ. Йепле апла хырăмри ађана ашшĕ-амăшĕсем пăсаççĕ, йепле ăна усала вĕрентеççĕ? Епĕ сире çавăн çинђен каласа парам.

Калатăп сире: ашшĕ-амăшĕсем ађа хырăма йулнă ђух йепле пурăнни те ађи çине ÿкет. Астăвăр-ха есир, Турă-Амăшĕ таса Хĕр Марія ватă çынсенђен çуралнă. Христоса шыва кÿртекен Іоанн пророкăн ашшĕ-амăшĕсем, вăл çуралнă ђухне, ватă çынсем пулнă. Вĕсен ашшĕ-амăшĕсем апла алхасса выçăлла пурăнман, вĕсем ађа курасшăн анђах пулнă. Вĕсем хăйсем ырă кăмăллă çынсем пулнă, ађи хырăма йулнă ђухне те çапла ырă кăмăллă çынсем пулнă. Çавăнпа вĕсенђен ырă ађисем çуралнă. Пирĕн çынсенђен нумайĕшĕ ађа-пăђа курас тесе шухăшламаççĕ, пĕр асасшăн анђах шухăшлаççĕ, пурăнасса та выљăхла асса анђах пурăнаççĕ, çавăнпа ун пек çынсенђен ырă ађасем çуралмаççĕ. Нумайĕшĕ тата ĕçсе ÿсĕрĕлсе çÿреççĕ, йут çынсемпе аскăнланса çÿреççĕ. Ун пек çынсен ађисем йепле пулмалла? Çав хăйсем пекех аскăн çынсем пулмалла. —Амăшĕсем ађа хырăма йулсан, хăйсене хăйсем пĕртте ђипер тыткаламаççĕ, ерех ĕçме те ђарăнмаççĕ,. асса пурăнма та пăрахмаççĕ. Хăш хĕр-арăмсем тата çынсемпе вăрçса, çынсемпе кÿлешсе çÿреççĕ. Çав ĕçсе ÿсĕрĕлни, асса пурăнни, çынсемпе вăрçса пурăнни пурте амăшĕнђен хырăмри ађи çине ÿкет. Ĕçсе çÿрени, асса пурăнни вăл йуна пăсат̌, хырăмри ађа амăшĕнђен йун илсе тăрат̌, амăшин усал йунĕ ађи çине куçат̌ те, ађи вара çав усал йапаласемпех çуралат̌, кайран вара ађи хăй амăшĕ пекех усал çын пулат̌. Есир хăвăр та астунă пулĕ: ашшĕ-амăшĕсем ĕçекен çынсем пулсан, вĕсен ађисем те ĕçекен пулаççĕ, ашшĕ-амăшĕ пек пулманни сайра. Пĕр çыннăн пилĕк ађа пулнă, вĕсем пĕр çын патĕнђе вĕреннĕ. Çав ађасенђен иккĕшĕ пит нађар вĕреннĕ, куç тĕлешĕнђен те пит нађар, илемсĕр пулнă. Кĕçĕннисем виççĕшĕ хастарлă пулнă, сăн-сăпатран та илемлĕ пулнă. Вĕрентекен çав ађасен амăшĕнђен пĕрре ыйтнă: йепле санăн ађисем пур те пĕр пек мар? тенĕ. Амăшĕ каланă:

епĕ малтан пит хуйхăрса пурăнтăм, кунĕн çĕрĕн йĕрĕттĕм, кайран тин вара лайăх пурăна пуçларăм, тенĕ. Çапла амăшин малтанхи усал, кансĕр пурăнăçĕ икĕ аслă ађисем çине те ÿкнĕ.

Кирек камăн та ырă ађа-пăђа курас килет. Хĕрпе кађђа венђет тунă ђух та: вĕсем ырă ађа-пăђа курмалла пулђђăр, тесе кĕл-тăваççĕ. Анђах ађи-пăђисенђен пур те савăнсах пурăнаймаççĕ. Кама айăпламалла уншăн, кама ÿпкелемелле? Хамăр айăплă, хамăр усал пурăнатпăр, Çавăнпа пирĕн ађасем те усал пулаççĕ. Ырă ађа-пăђа курас тетĕр пулсан, хăвăр ырă пурăнма тăрăшăр, ĕçсе ÿсĕрĕлсе ан çÿрĕр, ан асăр; пуринђен ытла амăшĕсем ађа хырăмра ђух ÿсĕрĕлсе ан çÿрĕр, асса ан пурăнăр, çынсемпе вăрçса çиленсе ан çÿрĕр.

Хăвăр ырă пурăнсан, ађăрсем те ырă пулĕç. Вара Іоакимпа Анна ађа çуралнăшăн савăннă пек, есир те ађа-пăђана пăхса савăнса пурăнăр. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.