Михаил Шевле: Çылăхлă чун


Михаил Шевле


Çылăхлă чун

(Баллада)

Çĕр пăч тĕттĕм, пĕтем ял
Ĕçрен канса çывăрать…
Ват тимĕрçе пĕр усал
Лаççа тухма тăратать.

Ват тимĕрçĕн лаççине
Çĕрле тухма чун туртмасть,
Анчах улпут лашине
Таканламасăр каймасть.
Хакне хăй хаклă парать –
Çĕр тенкĕлĕх хут укçа
Старик пăхса шухăшлать:
«Пуянскер, чаплă хуçа».
Старик, ăшă вырăна
Прахса, лаççа сулăнать.
Стана кĕртсе лашана
Таканлама тытăнать.
Старик чакать пĕр хĕрне,
Алри млатук тухсÿкет –
Лаши ури вырăнне
Этем урисем лекет.
Лаши куççуль юхтарса,
Чарна пĕлми ĕсĕклет;
Этем саспе уласа,
Хăй пурнăçне ÿпкелет.
«Мĕнле тÿссе пурăнан
Ак çак шуйттан аллинче!..
Хăтласси çук ĕнтĕ ман!..
Çунап шуйттан çуртĕнче.
Птерчĕ мана йÿç эрех!
Ăна ĕçсе хам чуна
Патăм ĕмĕр-ĕмĕрех
Тарçа – ак çак шуйттана!..
Куна пĕлнĕ пулса, эп
Тумлам ĕçмен пулăттăм!
Тăватă çул тертленеп,
Паян та-ха пурнăттăм!..»
Старик калать шуйттана:
«Пулмасть санпа çыхланса,
Таканламасп эп куна,
Каях кунтан пăрахса».
«— Старик! Апла юрамасть,
Эп шыв кÿреп вĕт унпа, —
Таканламасăр туртмасть!»
Тет хай шуйттан хыт саспа.
Старик храса таканлать
Этем-лаша урине.
Шуйттан унтах уткалать,
Унтан татмасть сив куçне.
Таканласа пĕтерсен,
Укçа тÿлет тимĕрçе.
«— Сиен курас килмесен.
Çынтан пытар ку ĕçе!»
Тесе калать те шуйттан
Куçран çĕтет çавăнтах.

Старик храса лаçăран
Юхать килне хăвăртрах.
1907

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.