Авăн Уйăхин 1-Мĕш Кунĕнђе Вĕрентсе Калани


Тарасій Максимовъ


Авăн 1-мĕшĕ

Ађасене шкулта вĕренес умĕн вĕрентсе калани.

Ађасем, пирĕн малтан вĕренме пуçлиђђен, Турра кĕлтуса, Унтан вĕренме пулăшу ыйтас пулат̌, мĕншĕн тесен епир Турă пулăшмасан, пĕр ырă ĕç тума та пултараймастпăр. Іисус Христос Хăй каланă: „Мансăр пуçне, пĕр ырă ĕç тума та пултараймăр“, тет. Тата Радонежри таса пурăнăçлă Сергій çинђен шухăшласа пăхар-ха. Вăл пит тăрăшса вĕреннĕ, çапах та вĕренме пултарайман. Вăл нађар вĕреннĕшĕн пит хуйхăрнă. Вара ангел ватă çын пек курăнса, уншăн Турра кĕл-тунă. Таса Сергій çавăнтан кайран пит лайăх вĕрене пуçланă. Ађасем, апла пулсан сирĕн те ђунтан-вартан Турра кĕл-тăвас пулат̌. Вара Вăл сире вĕренме пулăшса тăрĕ.

Акă сирĕн хушшăртан нумайĕшĕ иртнĕ çулсенђе шкула вĕренме çÿренĕ, вĕсем кунта мĕн-мĕн çинђен вĕрентнине пĕлеççĕ. Хăшĕ-хăшĕ сирĕн хушшăртан халиђђен шкула вĕренме çÿременнисем те пур, вĕсем кунта мĕн-мĕн çинђен вĕрентнине лайăхах пĕлмеççĕ. Çавăнпа вĕсем вĕренме кирлипе кирлĕ маррине те лайăхах пĕлме пултараймаççĕ.

Ађасем, есир ку таранђђен килте пурăнтăр, сире аçупа аннÿ вĕрентсе пăхса ÿстерђĕç. Есир малалла кашни кунах шкула çÿреме тăрăшăр. Вара епир сире Турă çинђен, Турра кĕл-тума, вулама, çырма, шутлама, тата йăваш пулма вĕрентĕпĕр. Сирĕн лайăх вĕренес тесен, тата хăвăрăн та кашни кунах шкула çÿресе, хытă тăрăшса вĕренес пулат̌. Кашни праçникре ђиркĕве кĕлле çÿреме тăрăшас пулат̌. Вара есир нумай йапаласем çинђен вĕренсе, нумай пĕлекен пулăр. Есир хăвăра вĕрентекенсем мĕн каланине пит тăрăшса итлĕр, вĕсем сире ырра вĕрентеççĕ. Есир вĕсене йаланах пăхăнса, вĕсем мĕн каланине итлесе пурăнăр. Мĕн пĕлменнине вĕсенђен ыйтăр, вĕсем сире тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлантарса каласа кăтартĕç. Есир вĕрентекенсене итлемесен, ырă, ăслă çынсем пулаймăр. Ĕмĕр тăрăшпе савăнса ирттереймĕр. Çавăн пек çынсене Турă йаланах хĕн кăтартса тăрат̌, йе çамрăклах усал вилĕмпе вĕлерет. Акă вăл çакăнтан паллă: пĕрре Елисей пророк çулпа иртсе пынă ђухне вĕренекенсем унтан мăшкăласа кулнă та, çавăнтах икĕ упа вăрмантан тухса хĕрĕх икĕ вĕренекене çурса вĕлернĕ. Есир йăваш, ырă, ăслă çынсем пулма тăрăшăр. Пĕрне-пĕри ан кÿрентерĕр, елеклесе ан кăтартăр. Турă суйеççĕсемпе усал çынсене йуратмаст̌. Есир йăваш, тÿрĕ, итлекен, тата пурне те йуратакан пулма тăрăшăр.

Ађасем, Турра йаланах асра тытса тăрăр. Пирĕн Турă пĕрре анђах. Вăл пурне те пултарат̌, Вăл пур çĕрте те пур, Вăл пурне те курса, пĕлсе тăрат̌. Турă пирĕн ĕçсене-çеç мар, ăшри мĕн пур шухăшсене те витĕрех курса, пĕлсе тăрат̌. Епир Турра йаланах кĕл-тумасассăн, Вăл пире пулăшмаст̌. Вăл йаланах кĕл-туса пурăнакан тÿрĕ çынсене пĕтес çĕртен хăтарат̌. Астуса илер-ха, ĕлĕк-авал египет çыннисем Израил çыннисене хăваласа пынă ђухне Турă Моисей урлă пĕтĕм Израил халăхне пĕтес çĕртен çăлса, египет çыннисене тинĕс айне путарнă. Илія пророк

выçă аптăранă ђухне, Турă ăна та Сарепта хулинђи тăлăх арăм патне кайма хушса, выçă вилесрен хăтарнă, Турă тата Іосифпа Даніил пророка та хăрушă вилĕмрен хăтарнă. Турă вĕсене мĕншĕн пулăшса тăнă-ши? Моисейпе Илія, Іосифпа Даніил йаланах Турăран хăраса, Ăна асра тытса тăнă. Вĕсем Турра çылăхсемпе кÿрентересрен пит сыхланса, Ăна йуратса пурăннă. Ађасем, есир те Турăран хăраса пурăнăр, вара Турă сире те пур хуйхăсенђен хăтарса, пулăшса тăрĕ. Пуринђен ытла Турăран хăраса пурăнас пулат̌. Акă ун çинђен ăслă Соломон мĕн каланă: „ăслăлăхăн пуçламăшĕ Турăран хăрани“, тет. Çав Соломон патша пур çынсенђен те ăслăрах пулнă. Вăл хĕрĕх тăватă çул патшара ларнă вăхăтра пĕр патшапа та вăрçман, пур патшасене те хăй ăсĕпе анђах пăхăнтарнă. Вăл Турăран хăраса пурăннă ђухне, унăн ăсĕ вăйланса пынă. Давид пророк каланă: „ађасем, ман патма килĕр, епĕ сире Турăран хăрама вĕрентĕп“, тет. Турăран хăраса, ăна йуратса пурăнсан, Вăл та пире йуратса, ырă ĕçсем тума пулăшса тăрĕ.

Çапла вара епир Турă пулăшнипе ырă çынсем пулса, хăвăр аçупа аннÿне тата пĕтĕм Россія çыннисене усă туса савăнтаракан пулăр. Амин.

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.