Çемен Элкер: Вĕренме каясчĕ

Çемен Элкер


Семен Васильевич Васильев (Çемен Элкер) халĕ Йĕпреç районне кĕрекен Пысăк Упакасси ялĕнчи 1894 çулхи çу уйăхĕн I-мĕшĕнче çуралнă. 1908 çулта ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă, 1915 çулта тĕнче вăрçине кайнă, йывăр аманса, Австрине Венгри çарĕсен тыткăнне лекнĕ. Тыткăнран 1916 çулхи çу кунĕсенче таврăнать, пĕр хушă Петроградри госпитальте сипленет. 1917 çулхи ютă уйăхĕнче вал ялĕнчен Хусана каять, пĕр-пĕр курсра вĕренме ĕмĕтленет. Кунта пулас писатель Тимофей Абрамов сăвăçпа, Федор Павловпа, Г.Тал-Мăрсапа туслашать, вĕсем хавхалантарнипе литература ĕçне хутшăнать.Малаллине вулас

Тарас Кириллов: Львовпа Перемышле илни çинчен хунă юрă

Тарас Кириллов


Львовпа Перемышле илни çинчен хунă юрă

Вăрçă вучĕ вăйлă çунчĕ
Шăтăртаттарса.
Тупăсем çĕр чĕтĕретрĕç
Кĕмсĕртеттерсе…
Австрияна кĕтĕмĕр
Аслă çул уçса;
Львов хулине илтĕмĕр
Паттăррăн кĕрсе.Малаллине вулас

Генрих Гейне: Пурнан пурнăçа ăрăскаллă тăвар…

Wir wollen auf Erden glücklich sein

Пурнан пурнăçа ăрăскаллă тăвар…

Пурнан пурнăçа ăрăскаллă тăвар!
Çитет, сахал мар хурлăх курнă!
Харам хырăмсемшĕн, çитет, сахал мар
Хыткан алăсем пирĕн сурнă!


Митта Ваçлейĕн куçарăвĕ


Генрих Гейнĕн “Deutschland. Ein Wintermärchen” (Германи. Хĕллехи пĕр юмах) ятлă эпосран пĕр сыпăк.

Wir wollen auf Erden glücklich sein,
Und wollen nicht mehr darben;
Verschlemmen soll nicht der faule Bauch,
Was fleißige Hände erwarben. [rf]

Турхан Энтри

Геннадий Юмарт & Л. Трофимов


Турхан Энтри

(1888-1972)

Турхан Энтри, çыравçă
Турхан Энтри, çыравçă

Андрей Васильевич Турхан 1888 çулхи авăнăн 20-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Теччĕ Уесĕнчи (халĕ Чăваш Республикин Елчĕк районĕ) Турханта вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Курнавăшри пуçламăш, Елчĕкри икĕ класлă шкулсенче вĕренсе тухсан, 1904 çулта Хусанти учительсем хатĕрлекен cеминарие кайса кĕрет. Совет саманинче вăл Мускаври ют çĕр-шыв чĕлхисен пединститутĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илет.Малаллине вулас

Гаврил Кореньков: Хурăн юрри

Гаврил Кореньков


Хурăн юрри

К. асăнса

Эпир иккĕн пĕр тĕпрен шăтса тухнă туратсен хуллисем пек пултăмăр, Пĕчиккĕ чух пĕр-пĕрне ытла та пит хавасчĕ эпир: пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнеттĕмĕр, çулçăсемпе çапкаланаттăмăр.

Кайран-кайран иксĕмĕр те пĕр-пĕринчен сирĕле пуçларăмăр: эс те ÿсен – ак аяккалла каян, эп те ÿсеп – тепĕр еннелле каяп; тепĕр енне каймасан та юрамасчĕ манăн – эс таран. Эпĕ пĕр шит сан еннелле тăсăлсан, эсĕ икĕ шит, пушшех аякка таран манран.

Малаллине вулас

Алăпа Çырса Туман Христосăн Сăнне Асăннă Кун Вĕрентсе Калани

Священникъ Петр Егоровъ


Çурла 16-мĕшĕ

Пайанхи кун алăпа çырса туман Христосăн сăнне асăнса праçник тăваççĕ. Çав алăпа çырса туман Христосăн сăнĕ-иконĕ, ăçтан пулса кайнă, епĕ сире çавăн çинђен каласа кăтартам. Іисус Христос çĕр çинђе пурăннă ђухне тĕрлĕ хăватлă ĕçсем тунă: Христос вилнĕ çынсене вилĕмрен ђĕртсе тăратнă, ђирлĕ çынсене тÿрлетнĕ, Вăл тÿрлетеймен ђир пулман. Çавăнпа Христос çинђен ђап сарăлнăçĕм сарăлнă, Ун çинђен таçти таçти инçетри çынсем пĕлнĕ. Ун ђухне пур те пĕр Іисус Христос çинђен анђах калаçнă, çапла çапла Іудея çĕрĕнђе хăватлă ĕçсем тăвакан Христос пур, тесе калаçса çÿренĕ Çапла Христос çинђен ырă ђап Едес йатлă хулана та çитнĕ. Çав Едес хулинђе Авгарь йатлă патша пулнă. Авгарь патша пĕр йывăр ђирпе выртнă, ăна никам та тÿрлетеймен. Христос çинђен илтсессĕн, Христос йепле ђирлĕ çынсене те тÿрлетет тенине илтсен, Авгарь патша Христос патне хăй кайасшăн пулнă, анђах йывăр ђирлĕ выртнипе кайайман. Малаллине вулас