
Андрей Липатов — священник. 1877 çулта Пушкăртри Султтанкăл ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1930 çулта ăна арестлесе концлагере вырнаçтарнă, 1989 çулта реабилитациленĕ… Тĕплĕнрех→
Ђăн Тĕне Тĕрĕс Тытса Пурăннă Святой Александр Княçа Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕ Вĕрентсе Каламалли
Çурла 30-мĕшĕ
Ей савнă тăвансем! Епир пайан ђăн тĕне тĕрĕс тытса пурăннă святой Александр княçа асăнса праçник тăватпăр.
Святой Александр Россія çĕрĕнђе аслă княç пулса пурăннă. Святой Александр аслă княç пулса пурăннă вăхăтра, вырăс халăхĕ тутарсен аллинђе хĕн-хур курса пурăннă. Россія халăхĕ тутарсем аптăратса пурăннипе пит вăйсăрланса çитнĕ. Çавна кура, ытти патшалăхри çынсем те пирĕн патшалăха çĕнтерсе илме тăрăшнă. Вырăс халăхне пурăнма пит хĕн пулнă. Çав йывăр вăхăтра, святой Александр княç хăйĕн халăхĕшĕн пит хытă тăрăшнă. Вăл вĕсен хутне кĕрсе, вĕсен хĕн пурăнăçне çăмăллатас тесе ордана хан патне пилĕк хутђен кайнă. Ордара святой Александра тутарсем кĕлеткесене, вута пуççап тесе темĕн ђухлĕ хĕсĕрленĕ.

Анђах святой Александр çак ђунсăр кĕлеткесене пуççапман. Вăл тутарсене каланă: „епĕ Христос çынни, пĕр ђăн Турра анђах пуççапатăп“, тенĕ. Святой Александр мĕн пĕђĕкренпех Турра хытă ĕненекен çын пулнă. Туррăн ђиркÿне кĕлле çÿреме йуратнă. Святой Александр тăшмансемпе вăрçма пуçланă ђух та малтан Турра кĕл-туса, Турă çине шанса, Турă пулăшасса ĕмĕтленсе тытăннă. Вăл пĕрре вăрçă пуçланас умĕн, ђĕри çуннипе хăйĕн çар халăхне ак çапла каланă: „тăвансем! епир нумайăн мар, пирĕн тăшман пит вăйлă. Анђах Турă вăйлине кура пулăшмаст̌, кам ђăннине кура пулăшат̌“, тенĕ. Ђăнахах, святой Александр княç, Турă пулăшнипе шведсене, нѣмецсене, литовецсене çĕнтерсе хăйĕн халăхне тăшман аллине лекесрен хăтарнă. Святой Александр хăйĕн халăхне çав тĕрлĕ йуратнă, вăл уншăн хăйне хăй те хĕрхенмен. Вăл, хăйĕн патшалăхинђи халăх канлĕ пурăнтăр-ђђĕ тесе тăрăшнă. Тата пуринђен те ытларах, хăйĕн патшалăхĕнђе Христос тĕнĕ ан пĕттĕр, тата ытларах сарăлтăр тесе тăрăшнă. Пĕрре папа святой Александра латин тĕнĕ йенне çавăрас тесе ун патне хăйĕн çыннисене йанă. Святой Александр вĕсене каланă: „епир пĕр ђăн тĕне анђах пĕлетпĕр, есир вĕрентнине йышăнмастпăр“, тенĕ. Çапла Христос тĕнĕшĕн тăрăшса, ăна тĕрĕс халлĕн пăхса усранăшăн, вилсен вăл Святойа тухнă.
Тăвансем, пирĕн те Христос тĕнĕшĕн, хамăр пурăнакан патшалăхшăн тăрăшас пулат̌. Епир пурăнакан патшалăх тĕрĕс тăтăр, ан пĕттĕр тесен, пирĕн пĕр пĕринпе килĕштерсе пурăнма кирлĕ. Вăл ак мĕнтен паллă: пĕрпĕр кил-йышра килĕштерÿ пулмасан вăл саланса пĕтет. Çавăн пекех патшалăхра та, пурте пĕр канашлă пулса патшалăхшăн тăрăшмасан, вăл тĕреклĕ тăраймĕ. Кам патшалăхшăн тĕрĕссипе тăрăшса ĕçлесе пурăнат̌, уншăн, патшалăхра пĕр-пĕр хуйхă пулсан, унăн та вара хуйхă пулас пулат̌. Патшалăхра пĕр-пĕр савăнăç пулсан, унăн та савăнас пулат̌.
Йуратнă тăвансем, татах калатăп сире: хамăр патшашăн, хамăр патшалăхшăн тăрăшар. Епир пурăнакан патшалăхра Христосăн тĕнĕ ан пĕттĕр, тата ытларах сарăлтăр. Ђăн Турра пĕлмен çынсем ђăн Турра пĕлђђĕр. Христос тĕнĕ тĕрĕс халлĕн тăрсан анђах пирĕн патшалăх тĕреклĕ тăрĕ. Пире курайман тăшмансем те çĕнтереймĕç.
Тăвансем, пĕтĕм ђунтан йăлăнса святой Александр княçа тархаслар. Вăл пирĕншĕн Турă умĕнђе хута кĕтĕр. Пире ђăн тĕне тĕрĕс тытса тăма пулăштăр. Çĕр çинђи пурăнăçа Турă хушнă пек пурăнса ирттерсе, вилсен леш Тĕнђере ĕмĕр ĕмĕрех савăнса пурăнмалли пурăнăçа кÿртĕр пире.
Ей ђăн тĕне тытса пурăннă святой Александр княç, епир сана аслăлатпăр, санăн йăтнă хисеплетпĕр, есĕ пирĕншĕн Христос Турра тархасла. Амин.
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓