Іоанн Пророк Пуçне Каснине Асăнмалли


Священник Петр Егоровъ


Çурла 29-мĕшĕ

Христос Умĕн Килсе Христоса Шыва Кÿртекен Святой Іоанн Пророк Пуçне Каснине Асăнса Тăвакан Праçник Кун Вĕрентсе Каламалли

Іоанн Ирода: сана тăвану арăмне ху патăнта усрама йурамаст̌, тенĕ (Мѳ. 14, 4).

Еврейсен çĕрĕнђе ĕлĕк Іисус Христос çĕр çинђе пурăннă ђухне пĕр Ирод йатлă патша пурăннă, вăл пит усал, аскăн çын пулнă, вăй хăй пиђђĕшĕ Филиппăн арăмĕпе, Иродіадапа, пурăннă, çавăншăн ăна Христоса шыва кÿртекен, Іоанн пророк, ђас ђасах йатланă. Ирод çапах хăйĕн усал пурăнăçне пăрахман. Çапла усал пурăнсах вилнĕ, хăй ђунне пĕтернĕ.

Çав аскăн ĕç пек Тĕнђере усал ĕç çук. Аскăнланса çÿрекен çын ÿтне те варалат̌, ђунне те варалат̌. Аскăн ĕç çынна çÿлти патшалăха кĕме ђарса тăрат̌. Павел апостол калат̌: кирек йепле аскăн çын та çÿлти патшалăхра пай тупаймĕ (Еф. 5, 5), тет. Авланађђен аскăнланса çÿрени пит çылăх, авлансан аскăнланса çÿрени тата питĕрех çылăх. Арлă-арăмлă çынсен йепле таса пурăнасси çинђен Павел апостол акă мĕн калат̌: арçынĕ те хăй ÿтне хăй пуçĕ мар, хĕр арăмĕ те хăй ÿтне хăй пуçĕ мар, хĕрарăмин ÿтне арçынĕ пуç, арçыннин ÿтне хĕрарăмĕ пуç, тет (I Кор. 7 гл., ст. 4). Çапла арлă-арăмлă çынсен Турă хушнине пĕр пĕрне йуратса, пĕр пĕрне пăхăнса пурăнас пулат̌. Аскăнланса çÿрекенсем çав Турă законне пăсса Турра çилентереççĕ. Турă тĕнђене пултарнă ђухнех çынна арлă-арăмлă пултарнă: çавăнпа Іисус Христос калат̌: çын авлансан, ашшĕпе амăшне хăварĕ те, хăй арăмĕ çумне çыпçăнĕ, вара вĕсем иккĕшĕ пĕр ÿт пулĕç, çапла ĕнтĕ вĕсем икĕ ÿт пулмĕç, пĕр ÿт анђах пулĕç, çавăнпа Турă пĕрре пĕрлештернине етем ан уйăртăр, тет (Мѳ. 19, 5—6). Аскăнланса çÿрекен çын Турă пĕрлештернине уйăрăт̌, çапла Турă ĕçне хăй пăсса çылăха кĕрет. Арлă-арăмлă çынсен аскăн ĕçĕ тăватă çынна тивет: икĕ çынна аскăнланса çÿрекенсене варалат̌ тата пĕр упăшкипе пĕр арăмне хур тăват̌. Çавăнпа авлансан аскăнланса çÿрени питех те çылăх.

Аскăнланса çÿрекен çын вăл вăрă пек. Іов калат̌: аскăн çын çĕрлехи вăрă пек, аскăн çыннăн ĕçĕсем тĕттĕм пуласса кĕтсе тăраççĕ, питне хупласа вăл калат̌ вара: мана никам куçĕ те курмаст̌ ĕнтĕ, тет (Іов. 24, 14—15). Аскăнланса çÿрекен çыннăн айăпĕ вăрă айăпĕнђен те пысăк; вăрă ђунсăр йапаласене вăрлат̌, аскăн çын çын арăмне вăрлат̌. Соломон патша калат̌: кам аскăнланса çÿрет, вăл çыннăн ăсĕ çук, вăл хăй ђунне пĕтерет тет (Прит. 6, 32).

6579_pierre-beading-of-john-the-baptist-628x361
Иоанн пророк пуçне касни.

Ђăнах та çавăн пек аскăнланса çÿрекен çынсенĕн пĕртте ăсĕсем çук. Хăйсен арăмĕсем пур çинђен çынсен арăмĕсене хапсăнаççĕ; хăйсен арăмĕсемпе пĕр çылăхсăр пурăнас ђухне, çынсен арăмĕсемпе çÿресе çылăха кĕрсе пĕтеççĕ. Шухăшласан, ăсран каймалла ку етем ухмахланнинђен. Іисус Христос калат̌: вăрă вăрлама, йе вĕлерме, йе пĕтерме анђах килет, тет (Іоан. 10, 10). Аскăн çын та хăйне аскăн ĕçпе тытсан, çынсене вĕлерме хатĕр. Аскăнланса çÿрекен çын хăй ђунне те пĕтерет, тата кампа аскăнланса çÿрет, унăн ђунне те пĕтерет, икĕ ђуна пĕтерет, ĕмĕре тамăка йарат̌. Аскăнланса çÿрени пит пысăк çылăх, ун пек çынсем Турă умĕнђе хăйсене тÿрре кăларма сăмах та тупас çук. Çынсем умĕнђе те ун пек çынсем хăйсене тÿрре кăларма сăмах тупас çук, çынсен умĕнђе вĕсенĕн пиђĕсене, хупласа çÿрес пулат̌.

Анђах çавăн пек çынсем пирĕн хушшăмăрта вăтанса çÿремеççĕ, хăйсем усал ĕçĕсемпе ирсĕрленсе пĕтнĕ пулсан та, вăтанмаççĕ, çитменнине хăйсен усал ĕçĕсемпе мухтанса çÿреççĕ; епĕ çапла, епĕ капла, тесе мухтанса çÿреççĕ. Мĕншĕн пĕртте вăтанмаççĕ вĕсем пиртен? Епир хамăр вĕсене ирĕк паратпăр, вĕсем хăйсен усал ĕçĕсем, çинђен каласа кăтартсан, епир вĕсене мухтатпăр. Хамăр та епир çавсем пекех усал; усал пулмасан, вĕсене ырăламăттăмăр. Çитменне нумайĕшĕ ђарас ђухне, аскăнланса çÿреме илĕртеççĕ, çав усал пур тата пирĕн хушшăмăрта. Ашшĕсен ађисене ђарас пулат̌, пĕлекен çынсен пĕлменнисене ђарас пулат̌, çав ђарни çук пирĕн, çав усал.

salome-second-version-152_9020
“Саломе, Иккĕмĕш верси”, Германи художникĕ Ловис Коринф (Lovis Corinth (1858-1925)

Ĕлĕк еврейсем аскăнланса çÿрекен çынсене ђулсемпе персе вĕлернĕ, çунтарса йанă, сăмсисене, хăлхисене касса татнă, çав тĕрлĕ курайман, çав тĕрлĕ йĕрĕннĕ аскăнланса çÿрекен çынсенђен. Пирĕн çынсем вĕсенђен йĕрĕнме мар, вĕсене ырăлаççĕ, вĕсене мухтаççĕ: ай-ай есĕ йепле матур, ай-ай вăл матур, теççĕ. Епĕ калăп тата: шуйттан та матур, анђах ырă ĕç тума мар, усал ĕç тума; вĕсем те шуйттан пек усал ĕçре анђах матур. Шуйттан пек матур çынсене пирĕн мухтамалла-и вара?! Епĕ сире вĕсене персе вĕлермелле тесе каламастăп, вĕсене ырăламалла мар, тесе калатăп. Ырăлас вырăнне çавăн пек çынсене хурлас пулат̌, вĕсенђен кулса вĕсене намăслантарас пулат̌, вĕсене çынсен умĕнђе çăвар уçма парас пулмаст̌, епир вĕсене намăслантармасан, пире хамăра Турă умĕнђе намăс пулĕ. Есир вăтантарсан та, вĕсем сиртен вăтанмасан, сирĕн ĕç мар вара, халĕ вăтанмасан, ÿлĕм вилсен хăрушă сутра вăтанĕç, хăрушă сутра вĕсен ирсĕр ĕçĕсем пур çынсене те курăнса тăрĕç, вĕсем ун ђухне вăтаннипе çĕр тĕпне анса кайасшăн пулĕç, анђах анса кайаймĕç, ĕмĕр çапла вăтанса хуйхăрса тăмалла пулĕ вĕсенĕн.

Апла аскăнланса çÿресе ку тĕнђере çынсенђен намăс куриђђен, леш тĕнђере Турăран намăс куриђђен, авланса арăмпа ђипер килĕштерсе пурăнас пулат̌. Павел апостол калат̌: аскăн ĕç ан пултăр тесен, кашни арçыннăн хăйĕн арăмĕ пултăр, кашни хĕрарăмăн хăйĕн арçынĕ пултăр, тет. (1 Кор. 7, 2).

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.