
Андрей Липатов — священник. 1877 çулта Пушкăртри Султтанкăл ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1930 çулта ăна арестлесе концлагере вырнаçтарнă, 1989 çулта реабилитациленĕ… Тĕплĕнрех→
Христос Умĕн Килсе Христоса Шыва Кÿртекен Святой Іоанн Пророк Пуçне Каснине Асăнса Тăвакан Праçник Кун Вĕрентсе Каламалли
Çурла 29-мĕшĕ
Ей йуратнă тăвансем! Пайан, епир, Христоса ĕненекенсем, Христос умĕн килсе Ăна шыва кÿртекен святой Іоанн пророк пуçне каснине асăнса праçник тăватпăр.
Вăл ĕç ак çапла пулнă: Галилея патши Ирод Антипа хăйĕн пиђђĕшин Филиппăн арăмне, Иродіадана, кађђа илнĕ, Іоанн çавăншăн ăна питленĕ. Ирод хăйĕн арăмĕ хушнă тăрăх Іоанна тĕрмене хуптарнă. Пĕрре Ирод хăй çуралнă куна асăнса праçник тунă. Иродіада хĕрĕ, Соломія, пухăннă хăнасем умĕнђе ташласа Иродăн кăмăлне килнĕ. Çавăнпа ăна Ирод: „кирек мĕн ыйтсан та парăп“, тесе тупа тунă. Амăшĕ вĕрентнипе хĕрĕ каланă: „мана шыва кÿртекен Іоанн пуçне пар“, тенĕ. Патша çакна илтсен, хуйха ÿкнĕ: мĕншĕн тесен халăх Іоанн пророка аслă тесе хисепленĕ; анђах хăнисем умĕнђе тупа тунă сăмахне улăштарас мар тесе, Іоанн пуçне касма тĕрмене çар çыннине йанă. Çар çынни Іоанн пуçне касса тиркĕ çине хурса хĕре панă. Хĕрĕ амăшне панă; лешĕ ăна пĕр çырмана кăларса пăрахнă.
Тăвансем! Ирод патша ахаљ ђухне Іоанн пророка хисепленĕ. Іоанн пророк вĕрентнине итлесе, усал ĕçсем тăвасран сыхланнă. Анђах кайран, ерех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ те, Іоанн пророк пуçне кастарнă. Ирод ерех ĕçсе ÿсĕрĕлмен пулсан, тен, çав хăрушă ĕçе туман та пулĕђђĕ. Çавăн пекех пирĕн хушшăмăрта та ĕçкĕ пирки йĕркесĕр, усал ĕçсем пит нумай пулаççĕ. Урă ђухне çын усал ĕçе хăйса тытăнма хăрат̌, ÿсĕрĕлсен нимĕнрен те хăрамаст̌. Мĕнле хăрушă, йывăр çылăх пулсан та тăват̌: тÿррипе каласан, пур закона хирĕç ĕçсем пулаççĕ: çынна вĕлересси, çын йапалине вăрласси, аскăн ĕç тăвасси, вăрçса-çапăçасси, сутлашасси, пур те ĕçкĕ пирки пулат̌. Ĕçкĕпе мĕн ђухлĕ çылăхлă ĕçсем пулнине каласа та пĕтерме çук. Ĕçке йернĕ çыннăн кăмăлĕ пăсăлат̌. Ырăпа усала пĕлми пулат̌. Пĕр сăлтавсăрах çынпа вăрçма тытăнат̌. Хăй çинђен пĕтĕм çынна сивĕтет. Çапла хăйĕн Турă йевĕрлĕ тĕсне пăсса выљăх йевĕрлĕ тăват̌. Ĕçке йернĕ çын хăйĕн сывлăхне вăхăтсăрах пĕтерет. Тата нумайĕшĕ ерех ĕçсех вилеççĕ. Пуринђен ытларах ерех ĕçекен çын хăй ђунне сийен кÿрет. Вăл хăйĕн ђунне йепле çăласси çинђен шухăшлама пĕлмест; ђиркĕвĕ çÿремест; Турра пĕтĕмпех манат̌. Çавăнпа святой Павел апостол калат̌: „ÿсĕртекен йапалана ан ĕçĕр, вăл етем ăсне пăсат̌“, тет (Ефес. 5, 18). Тата тепĕр çĕрте калат̌: „ерех ĕçекенсем (ÿссĕрсем) Турă патшалăхне кĕреймĕç“, тет (1 Коринѳ. 6, 10).
Тăвансем! Епир ерех ĕçнĕ пирки мĕнле йĕркесĕр, çылăхлă ĕçсем пулнине хамăр та пит лайăх пĕлетпĕр; мĕншĕн тесен ун пек çылăхлă ĕçсем пирĕн хушшăмăрта та нумай пулаççĕ. Çавăнпа йĕркесĕр ĕçкĕ-çикĕ тăвасран хамăра хамăр сыхлар. Турă панă заповѣдсене тĕрĕс тытса пурăнар. Ĕçкĕ пирки хамăр ђунсене çăлма мĕн кирлине тумасăр хăварар мар. Хамăр кăмăл илĕртнĕ хыççăн кайăр мар; Турă панă заповѣдсене асра тытса тăрар.
Епир те вара çÿлти патшалăха кĕме йурăхлă çынсем пулăпăр. Савнă тăвансем, пайан Туррăн аслă пророкĕ Іоанн ђăнлăхшăн асапланса вилнĕ. Пирĕншĕн, Христоса ĕненекенсемшĕн, çак кун пит хурлăхлă кун. Таса ђиркÿ çак куна типĕ тытса ирттерме хушат̌. Çавăнпа пайанхи кун св. пророк Іоанн вилнине асăнса типĕ тытса Турра кĕл-тăвар. Турă пире святой Іоанн пророк кĕллипе кунти, çĕр çинђи пурăнăçа, лайăх пурăнса ирттерме патăр, вилсен Хăйĕн çÿлти патшалăхне кÿрттĕр.
Ей Туррăн аслă пророкĕ Іоанн, пирĕншĕн Турра кĕл-ту.
↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.
Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.
Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăра Чиркĕве Илсе Пынă Кун Вĕрентсе Калани
- Покров Кун Вĕрентсе Каламалли
- Турă Амăшĕ Çĕр çинчен Тÿпене Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани
- Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
↓↓↓ Маллали ↓↓↓