Еврейсен çĕрĕнђе ĕлĕк Іисус Христос çĕр çинђе пурăннă ђухне пĕр Ирод йатлă патша пурăннă, вăл пит усал, аскăн çын пулнă, вăй хăй пиђђĕшĕ Филиппăн арăмĕпе, Иродіадапа, пурăннă, çавăншăн ăна Христоса шыва кÿртекен, Іоанн пророк, ђас ђасах йатланă. Ирод çапах хăйĕн усал пурăнăçне пăрахман. Çапла усал пурăнсах вилнĕ, хăй ђунне пĕтернĕ.
Андрей Липатов — священник. 1877 çулта Пушкăртри Султтанкăл ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1930 çулта ăна арестлесе концлагере вырнаçтарнă, 1989 çулта реабилитациленĕ… Тĕплĕнрех→
Христос Умĕн Килсе Христоса Шыва Кÿртекен Святой Іоанн Пророк Пуçне Каснине Асăнса Тăвакан Праçник Кун Вĕрентсе Каламалли
Çурла 29-мĕшĕ
Ей йуратнă тăвансем! Пайан, епир, Христоса ĕненекенсем, Христос умĕн килсе Ăна шыва кÿртекен святой Іоанн пророк пуçне каснине асăнса праçник тăватпăр.
Вăл ĕç ак çапла пулнă: Галилея патши Ирод Антипа хăйĕн пиђђĕшин Филиппăн арăмне, Иродіадана, кађђа илнĕ, Іоанн çавăншăн ăна питленĕ. Ирод хăйĕн арăмĕ хушнă тăрăх Іоанна тĕрмене хуптарнă. Пĕрре Ирод хăй çуралнă куна асăнса праçник тунă. Иродіада хĕрĕ, Соломія, пухăннă хăнасем умĕнђе ташласа Иродăн кăмăлне килнĕ. Çавăнпа ăна Ирод: „кирек мĕн ыйтсан та парăп“, тесе тупа тунă. Амăшĕ вĕрентнипе хĕрĕ каланă: „мана шыва кÿртекен Іоанн пуçне пар“, тенĕ. Патша çакна илтсен, хуйха ÿкнĕ: мĕншĕн тесен халăх Іоанн пророка аслă тесе хисепленĕ; анђах хăнисем умĕнђе тупа тунă сăмахне улăштарас мар тесе, Іоанн пуçне касма тĕрмене çар çыннине йанă. Çар çынни Іоанн пуçне касса тиркĕ çине хурса хĕре панă. Хĕрĕ амăшне панă; лешĕ ăна пĕр çырмана кăларса пăрахнă.