Михаил Шевле: Эсрелĕ

Михаил Шевле


Эсрелĕ

Sijen1• Турă ятне вырăнсăр асăнни

Турă патне çитмешкĕн
Ĕлĕк ним мар пулнă-мĕн.
Инкек-сиен-мĕн пулсан,
Тÿрех унта сулланнă.
Турри вара кантăкран
Ыйтакана ăс панă.
Кайран-кайран этемрен
Те пит шуйттан кĕвĕçнĕ? –
Анчах этем пĕр енчен
Ирсĕрленме вĕреннĕ.
Малтан Турă çынсене
Канаш пама ÿркенмен,
Ирсĕрленсен, вĕсене
Хăй патне те кÿрттермен.Малаллине вулас

Гаврил Кореньков: Тăлăх арăм

 

Тăлăх арăм

Унăн мĕнпур шанчăкĕ
Пусри тырă çинчеччĕ.
Анчах ани татăкĕ
Ытла-ытла кĕскелчĕ.

Ансăрне те ансăр вăл,
Хыттине те хытă вăл.
Акнă тырă ÿсмерĕ.
Пÿлми тĕпне кĕмерĕ.

Малаллине вулас