Çемен Элкер: Вĕренме каясчĕ


Çемен Элкер — çыравçă, публицист, обществăлла деятель. Чăваш литературине никĕсне хывакансенчен пĕри. 1918 çултан пуçласа мĕн пурнăçне çак ĕçе халалланă. Хаçат-журнал тата кĕнеке кăларакан редакцисенче вăй хунă. Çамрăк çыравçăсене консультаци енĕпе пулăшнă. Ун ячĕпеле Чăваш республики хастар журналистсене премипе хавхалантарса тăрать… Тĕплĕнрех→


Вĕренме каясчĕ

[…] Эпĕ церковно-приходской школтан вĕренсе тухса «Свидетельство» илтĕм те татах аслăрах школа вĕренме кĕрес терĕм, анчах темшĕн май полмарĕ. Хамăр аран-аран, питĕ начар пурăнатпăр. Эпĕ каяс тенĕ вăхăтрах, лашасене вăрăсем вăрласа кайрĕç те, пирĕн вара каллех лашасем илмелле пулчĕ. Вара хуйхăпа ним тума çук пулчĕ. Вара вĕренме кайма мар, лашасем илме те аран-аран укçипе çынсенчен кивçен илкелесе лаша илчĕç. Халĕ ĕнтĕ çак тĕрлĕ хуйхăпа темĕн чул вĕренĕттĕмччĕ – укçа çукки хуплать, темĕн чул тăрăшăттăмччĕ – çук-çке!

Питĕ хуйхă пулчĕ мана. Эпĕ 1907 çулта вун тăватă çулта вĕренсе тухрăм, тата тепĕр кĕркунне каллех вĕренме каяс терĕм те: «Пĕр çул вĕренмен ачана илмест», – терĕç. Эпĕ пĕлмен, манăн лаша вăрласа кайнă çулта пĕр-пĕр пĕчĕк шкултах вĕренес пулатчĕ. Тепĕр çулне те каймалла пулмарĕ вара. Çапла ĕнтĕ, укçа çук пирки паянхи кун та килтех пурăнатăп, ним тума та çук. Темĕн чул манăн кĕнеке вулас килет, халĕ ĕнтĕ эпĕ вун ултă çулта, халĕ ялти учительтен кĕнекесем иле-иле вулатăп, анчах ĕнтĕ эпĕ вуламан кенеки школĕнче те юлмарĕ. Халĕ кĕнеке вулама пуçласанах килтисем ятлаççĕ, «ĕçсĕр» теççĕ. Ман ăçта çав тĕрлĕ нумай кĕнеке вуласа, ăша лăплантарасчĕ-ши? Пирĕн килте те çăкăр çитмест, тырă сахал. Халĕ ăçта та пулсан ĕçлеме пĕр-пĕр хулана каяс тетĕн те, анчах хулана кайса ĕç тупаймăн та, каялла килсе, килте пурăнма намăс, çынсем кулаççĕ. Тархасшăн, каласа парăр-ха, ыйтса пĕлĕр-ха: ăçта та пулсан вырăн пур-ши?

Пирĕн килте çемье йышлă, ăçтан тăранса пурăнас пирĕн, начар çынсен, пĕр-пĕр ĕçлĕ çĕре каймасан? Вĕренме каясчĕ халĕ – ниçта та илмеççĕ пулĕ тетĕп, килтисем те ярасшăн. Тата тепĕр хут кĕçĕн шкула вĕренме каяс тетĕп – апла манăн хаçан вĕренсе тухса учителе кĕрес? Эпĕ халĕ те пысăк çынпа пĕрех.

1910, кăрлач.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн

Эпир пĕр-пĕр патшалăх тытса тăракан учреждени мар.

Тектсене ирĕклĕн тишкерсе хаклатпăр. Произведенисене сĕрĕмлĕх, сутлăх е пропаганда тĕллевĕпе мар – шырав, цитатăлу тунă чухне çăмăллăх кÿрессишĕн вырнаçтаратпăр.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.