Геннадий Юмарт & Л. Трофимов
Турхан Энтри
(1888-1972)

Андрей Васильевич Турхан 1888 çулхи авăнăн 20-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Теччĕ Уесĕнчи (халĕ Чăваш Республикин Елчĕк районĕ) Турханта вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Курнавăшри пуçламăш, Елчĕкри икĕ класлă шкулсенче вĕренсе тухсан, 1904 çулта Хусанти учительсем хатĕрлекен cеминарие кайса кĕрет. Совет саманинче вăл Мускаври ют çĕр-шыв чĕлхисен пединститутĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илет.
Хăй ĕмĕрне ытларах шкулта ĕçлесе ирттернĕ. 1930 çулсенче вăл Патăрьелти педучилищĕре нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. 1972 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Патăрьелте вилнĕ.
Литература ĕçне Хусанта пурăннă çулсенче хастар тытăнать, куçару ĕçне пикенет: Мольерăн «Хытă» комедине (1905), Е. Боголюбовăн «Спартак» ятлă историллĕ очеркне (1906), вырăс халăх юррисене куçарать. 1917 çулта чăваш халăхĕн кĕске историне çырать. Вăл тата революци юррисене куçарнă («Интернационал», «Варшавянка» т. ыт. те). Турханăн «Тĕпсакай» пьеса пур (1920). Çавăн пекех вăл К. Тетмайерĕн «Хресчен ирĕклĕхĕшĕн» калавне куçарнă (1926).
[…] Турхан Энтри […]
КилĕштересКилĕштерес
[…] Турхан Энтри […]
КилĕштересКилĕштерес