Гаврил Кореньков: Хурăн юрри


Гаврил Кореньков


Хурăн юрри

К. асăнса

Эпир иккĕн пĕр тĕпрен шăтса тухнă туратсен хуллисем пек пултăмăр, Пĕчиккĕ чух пĕр-пĕрне ытла та пит хавасчĕ эпир: пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнеттĕмĕр, çулçăсемпе çапкаланаттăмăр.

Кайран-кайран иксĕмĕр те пĕр-пĕринчен сирĕле пуçларăмăр: эс те ÿсен – ак аяккалла каян, эп те ÿсеп – тепĕр еннелле каяп; тепĕр енне каймасан та юрамасчĕ манăн – эс таран. Эпĕ пĕр шит сан еннелле тăсăлсан, эсĕ икĕ шит, пушшех аякка таран манран.

Çапах хамăр пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каламан эпир. Тата пăртак ÿссен, пирĕн иксĕмĕрĕн те туратсем тухрĕç; сан тураттусем ман туратсене перĕне пуçларĕç. Çил тухсан, час-часах пирĕн туратсем авăнсах каятчĕç. Ман çулçăсем сан çулçусемпе çыпçăнма пăхатчĕç, – анчах эсĕ вĕсене сире-сире яраттăн, ху пăрăнса: е тата, пĕр енчен кулă, хуçăлса каяс пек, манран таçта, хĕнне, авăнса тăраттăн.

Çил иртсе кайсан – каллех екки яраттăмăр. Тÿлек чухне, тен, – пĕлме çук, çил чухне те-и, – пит юрататтăн эс мана. Çапах ху пăрăнма тăрăшаттăн. Эпĕ те сисеттĕм ăна, çапах выляс, пурнас килетчĕ. Сунман-темĕн эпĕ эсĕ ман пантан каясса! Пĕлместĕп. Пит аван пекчĕ мана санпа.

Хам курап, сисеп, сивĕненех эсĕ манран, пăрнан. Ху ăна палăртас мар тетĕн пулсан та, – курнать! Каллех иксĕмĕр аяккалла сирĕлтĕмĕр. Эсĕ мана чĕнместĕн, эп сана пăхмастăп. Пачах иртрĕ пулас, тетĕп.

Сасартăк сан пантан лĕпĕш вĕçсе килет. Тÿрех ман çине. Хам куртăм, пĕлетĕп, эсĕ ăна янă; хаваслантăм. Каллах килĕшрĕмĕр пулас, тетĕп. Каллех тÿрлентĕмĕр. Анчах эсĕ те эпĕ çулçăмăра пĕр-пĕрне тивертме хăратпăр. Вăл вăхăт мар пуль халь, тетпĕр, ăсланнă, пуль, тетпĕр, пĕр-пĕринчен…

Пирĕнтен аякрах мар йÿç улмуççи ларатчĕ. Пăхап – манран вăрттăн (сисмест, тет пулас мана) йăшт тĕршĕнет кун патне. (Ĕнтĕ сана «эсĕ» теместĕп, – «вăл» теп: маншăн ют пултăн ĕнтĕ эсĕ.) Пырсах кайма хăяймасть, сăмах пĕçерет. Юрать. Пĕлмише переп. Ĕнтĕ хам та сивĕнтĕм унтан, малтан курса тăранмалла мар чипер тусран, юлташран.

Пăхап – пахча хуçи килет. Тÿрех пирĕн патăмăра утать. Касрĕ те кайрĕ хай илемлĕ тусăма. Ху пĕлен сыпма, улмаллă пулма. Анчах инçе кайса сыпмарĕ, -çав йÿç улмуççиех кайса сыпрĕ. Хăйне каснăшăн кулянма мар, хавасланчĕ ман хитре юлташ. Ĕнтĕ иккĕмĕш сĕткенĕсем пĕрле çыпçăнчĕç. Пĕр йывăç пулчĕç. Нумай тăмĕç – чечек кăларĕç. Улмисемпе авăна-авăна кайĕ акă.

Ăçта кайрĕ ĕнтĕ ман выляни, юратни, пĕрле ÿсни, шанса пурăнни? Шухăшлап та – пачах ахалех пулнă-мĕн вал. Пурпĕр эпир ĕмĕр пĕрле ларас çукчĕ. Хăçан та пулсан каясах пулатчĕ ун уйăрăлса. Йÿççине те çилленме май çук – пурпĕр хуçи хăçан та пулсан кайса сыпатчĕ манăн çамрăк кунхи юлташа.

Мĕн тума пĕтĕм шухăша уп çине янă-ши эпĕ? Юратнă-ши?

1914

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.