Турă Амăшĕ Çĕр Çинчен Илĕннĕ Кун Вĕрентсе Калани

Священник Петр Егоровъ


Çурла 15-мĕшĕ

Турă Амăшĕ Леш Тĕнђене Куçнă Кун Вĕрентсе Калани

Іисус Христос пĕлĕт çине çĕкленсен кайран, таса Хĕр Марія Іоанн апостол çуртĕнђе пурăннă. Іисус Христос хĕрес çинђе çакăнса тăнă ђухне Іоанн апостола таса Хĕр Маріяна пăхса усрама Хăй хушса хăварнă. Турă амăшĕ пĕр май Турра кĕл-туса пурăннă, вăл ђас-ђасах Елеон тăвĕ çине кайса кĕл-тунă; çав Елеон тăвĕ çинђен Іисус Христос пĕлĕт çине çĕкленсе кайнă, çавăнпа таса Хĕр Марія Турра кĕл-тума çав вырăна çÿренĕ. Таса Хĕр Марія Турра нимĕншĕн те йăлăнман, пĕр-ђасрах леш тĕнђене куçасђĕ, хам Ывăлăм Христос Туррăм патне кайасђĕ, тесе анђах йăлăннă. Пĕрре Турă Амăшĕ Елеон тăвĕ çинђе Турра кĕл-тунă ђухне, сасартăк ун патне пĕлĕт çинђен Гавріил архангел Ăна каланă: „есĕ виçĕ кунтан вилĕн, вилсе леш тĕнђене куçăн“, тенĕ. Хăй сăмахĕ ђăннине пĕлтересшĕн Архангел ăна райри йывăç туратне панă, вăл турат çиçĕм пек çиçсе тăнă. Çав йывăç туратне вара Турă Амăшĕ вилсен, унăн тупăкĕ умĕнђен тытса пымалла пулнă.

Малаллине вулас