Михаил Шевле


Геннадий Юмарт & Л. Трофимов


Михаил Шевле

(1887-1947)

Михаил Шевле, поэт
Михаил Шевле, поэт

Михаил Васильевич Шевле (Васильев) 1887 çулхи çурлан 16 (28)-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕнчи (халĕ Чăваш Республикин Куславкка районĕ) Муркарта чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Вун тăваттăрах хăй тĕллĕн пурăнма тытăнать: ялтан тухса каять те Сĕвепе Хусанти трактирсенче, кĕнеке хуплашки тăвакан мастерскойра, вут-шанкă складĕнче, магазинта ĕçлет, Студентсемпе паллашса, рабочи çамрăкĕсен шкулне кĕрет. Икĕ çултан, Хусанти учительсен семинарийĕнче экзамен тытса, пуçламăш шкул учителĕ ятне илет. Тĕрлемес çывăхĕнчи Юпсарта çулталăк хушши вĕрентекен пулса ĕçленĕ хыççăн ăна хĕрсемпе çыхăну тытнăшăн тĕрмене хупаççĕ, 1910 çулта вăл Астрахане, Бакăва, Тифлиса çитет. Ăна унта каллех тытса арестлеççĕ. Тĕрмерен тухсан чугун çул тунă çĕрте ĕçлет, Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан фронта лекет. Çапăçу хирĕнче революци майлă агитациленĕшĕн карцерта ларать. Унтан Тифлиса (халĕ Тбилиси) каять.

1918 çулта М. Шевле Тифлисри чугун çул мастерскойĕнче большевиксемпе туслашать. 1920 çулта Чăваш çĕрне таврăнать, Чăваш Автономи облаçĕн ĕçтăвкомĕнче ĕçлеме тытăнать. Кĕçех ăна Мускава Халăх Комиссариачĕ çумĕнчи Чăваш представительствине куçараççĕ. Наркомнацăн Аслă коллегийĕн членне суйлаççĕ. Вăл Пĕтĕм Союзри тата Пĕтĕм Российăри Советсен съезчĕсене хутшăнать. Кунта ĕçленĕ вăхăтра М. Шевле аслă пĕлÿ илет. 1925-1928 çулсенче вăл – СССР ЦИКĕн членĕ. 1929 çул хыççăн вăл РСФСР Халăх Комиссариатснче, унтан «Хлебоцентр» уполномоченнăйĕнче ĕçлет. 1932 çулта ăна Чăваш АССР Халăх Комиссарĕсен Совечĕн председателĕн заместителĕ пулма уйăрса лартнă. Культ вăхăтĕнче унăн халăх ĕçне пăрахма тивнĕ.

М. Шевлен Октябрьти революцичченхи литературăри пултарулăхĕ халăхăн виçĕ халапне сăвăласа хăварнипе кана паллă. 1907 çулта вал Н. И. Ашмарина фольклор материалĕсем чылай пухса панă. йăла-йĕрке очеркĕсем çырнă. Совет тапхăрĕнче вăл хастарлă публицист пулнă.

Михаил Шевле” çине 2 шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.