Митта Ваçлейĕ: Ăслă Стихия


Ăслă Стихия

Петĕр Хусанкая

I

Çил ачинчен ыйтать Этем:
— Мĕн хаклă çутă тĕнчере?
— Чăн-чăн хакли вăл маншăн — ирĕк!
Эп — шухă чун,— тет Çил ачи.—
Эп ирĕкре çеç пурăнатăп,
Вăл пулмасассăн — эпĕ çук.
Эх, юрататăп хирсенче
Йÿле ярса çавăрăнма;
Эх, юрататăп вăрманта
Тайкаланса каш-кашлама;
Эх, юрататăп тинĕсре
Карапсемпе вăй выляма!
Мăнтарăн ирĕк! Сансăрăн
Пултараймасть вăл, Çил ачи.
— Маттур!— мухтать ăна Этем.—
Кам ирĕке сума сăвать,
Çав паттăр çутă тĕнчере.
Анчах чăн ирĕк ман алра çеç
Хăват пулса тапса тăрать.
Кил, чупкăн вăй, чараксăр кăмăл,
Этем ăсне пăхăнтарма.
Эс ĕлĕк ирĕк Çил ачиччĕ,
Халь пулăн Пултару ачи!

II

Вут ачинчен ыйтать Этем:
— Сана мĕн хаклă тĕнчере?
— Паллах, чăн ирĕк чи хакли,
Эп унсăр мĕн?—тет Вут ачи.—
Эп ирĕкре çеç ялкăшатăп,
Вăл пулмасан сÿнсе ларатăп.
Эп юрататăп хĕлхемрен
Улавлă çулăм çуратма;
Саватăп сĕм-сĕм каçсенче
Типшар ярса ахăрашма;
Çунатлă тус — Çил ачипе
Эп юрататăп тупăшма.
Эх, ирĕк, ирĕк! Сансăрăн
Пултараймасть вăл, Вут ачи.
— Маттур!— мухтать ăна Этем.—
Кам чунĕ ирĕкшĕн çунать,
Çав паттăр çутă тĕнчере.
Анчах чăн ирĕк ман алра çеç
Хăй хăватне туйса тăрать.
Кил, каскăн вăй, амаклă кăмăл,
Этем ăсне пăхăнтарам.
Эс ĕлĕк ирĕк Вут ачиччĕ,
Халь пулăн Пултару ачи.

III

Шыв ачинчен ыйтать Этем:
— Кала, мĕн хаклă тĕнчере?
— Нимрен хакли мана та — ирĕк!
Эп шавлă чун,— тет Шыв ачи.—
Эп ирĕкре çеç хумханатăп,
Хумханмасассăн — пăнтăхатăп.
Эп юрататăп ту çинчен
Шарлак пулса сиксе анма;
Ĕмĕртенпе выртан чула
Ÿпне-питне йăвантарма;
Саватăп, тăвăлсем тухсан,
Асар-писеррĕн пăлханма.
Эх, ирĕк, ирĕк! Сансăрăн
Пурăнаймасть вăл, Шыв ачи.
— Маттур,— мухтать ăна Этем.—
Кам ирĕкшĕн хум çаптарать,
Çав паттăр çутă тĕнчере.
Анчах чăн ирĕк ман алра çеç
Хăват пулса тапса тăрать.
Кил, аскăн вăй, хум-шавлă кăмăл,
Этем ăсне пăхăнтарам.
Эс ĕлĕк ирĕк Шыв ачиччĕ,
Халь пулăн Пултару ачи.
Поэзи, эсĕ Çил ачи,
Эс Вут ачи, эс Шыв ачи.
Эс ирĕкшĕн çунса тăран,
Эс хумханатăн, пăлханан.
Сана хăватлă ăс кăна
Илме пултарнă тыткăна.
Стихия — ăсăн аллинче,
Унпа çеç вăйлă çут тĕнче.
1957

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.