Митта Ваçлейĕ: Ăслă Стихия

Ăслă Стихия

Петĕр Хусанкая

I

Çил ачинчен ыйтать Этем:
— Мĕн хаклă çутă тĕнчере?
— Чăн-чăн хакли вăл маншăн — ирĕк!
Эп — шухă чун,— тет Çил ачи.—Малаллине вулас

Михаил Шевле

Геннадий Юмарт & Л. Трофимов


Михаил Шевле

(1887-1947)

Михаил Шевле, поэт
Михаил Шевле, поэт

Михаил Васильевич Шевле (Васильев) 1887 çулхи çурлан 16 (28)-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕнчи (халĕ Чăваш Республикин Куславкка районĕ) Муркарта чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Вун тăваттăрах хăй тĕллĕн пурăнма тытăнать: ялтан тухса каять те Сĕвепе Хусанти трактирсенче, кĕнеке хуплашки тăвакан мастерскойра, вут-шанкă складĕнче, магазинта ĕçлет, Студентсемпе паллашса, рабочи çамрăкĕсен шкулне кĕрет. Икĕ çултан, Хусанти учительсен семинарийĕнче экзамен тытса, пуçламăш шкул учителĕ ятне илет. Тĕрлемес çывăхĕнчи Юпсарта çулталăк хушши вĕрентекен пулса ĕçленĕ хыççăн ăна хĕрсемпе çыхăну тытнăшăн тĕрмене хупаççĕ, 1910 çулта вăл Астрахане, Бакăва, Тифлиса çитет. Ăна унта каллех тытса арестлеççĕ. Тĕрмерен тухсан чугун çул тунă çĕрте ĕçлет, Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан фронта лекет. Çапăçу хирĕнче революци майлă агитациленĕшĕн карцерта ларать. Унтан Тифлиса (халĕ Тбилиси) каять.Малаллине вулас