Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун


Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. П. Егоровъ.


Çурла 6-мĕшĕ

Пайанхи кун Іисус Христос Ѳавор тăвĕ çинђе çап-çутă пулнине асăнса праçник тăваççĕ. Çав ĕç акă çапла пулнă. Пĕрре Іисус Христос Петра, Іакова, тата унăн шăлнă Іоанна илнĕ те, вĕсене çÿлĕ ту çине илсе улăхнă, вăл ту Ѳавор йатлă. Ту çинђе Турра кĕл-тунă ђухне, Іисус Христос урăх тĕслĕ пулса кайнă: Унăн сăнĕ хĕвел пек çап-çутă пулнă, тумтирĕ йур пек шап-шурă пулнă. Çавăнтах тата вĕсене Моисей пророкпала Илія пророк курăннă, вĕсем Іисуспала Ăна Іерусалимре мĕн тăвасси çинђен калаçса тăнă. Петр Іисуса каланă: ей Вĕрентекен! пире кунта тăма пит аван, кăмăлу пулсан, епир кунта виçĕ ђатăр карар: пĕрне Сан валли, тата тепĕрне Моисей валли, тата тепĕрне Илія валли, тенĕ. Петр вăл хăй мĕн каланине хăй те пĕлмен. Петр çак сăмахсене каланă ђух, сасартăк вĕсене çутă пĕлĕт хупласа илнĕ те, пĕлĕтрен вара ак çапла сасă илтĕннĕ: çакă Манăн савнă Ывăлăм, Манăн ирĕкĕм Ун çинђе; Ăна итлĕр, тенĕ. Çакна илтсессĕн вĕренекенĕсем ÿпне ÿкнĕ; вĕсем пит хăраса кайнă. Іисус вĕсем патне пынă та, вĕсене сĕртĕнсе каланă: тăрăр, ан хăрăр, тенĕ. Апостолсем куçĕсене уçса пăхнă та, пĕр Іисусран пуçне урăх никама та курман; Іисус Христосăн сăнĕ ĕлĕкхи пекех пулнă. (См. Лук. зач. 45 и Мѳ. зач. 70).

Ахаљ ђухне Іисус Христосăн сăнĕ ытти çынсенĕн пекех пулнă, апла хĕвел пек çап-çутă пулман. Ту çинђе, Унăн сăнĕ хĕвел пек çап-çутă пулнă. Ÿлĕм, вилсен, çынсенĕн ÿђĕсем йепле пулассине Іисус Христос малтанах Хăй сăнне çутатса ун çинђен вĕренекенĕсене кăтартнă. Çынсенĕн ÿђĕсем те Іисус Христосăн ÿђĕ ту çинђе çутăлса кайнă пек, ÿлĕм çутăлса кайĕç. Хăçан çутăлса кайĕç çынсенĕн ÿђĕсем? Халĕ çынсенĕн ÿђĕсем çутă мар, вилсен çынсен ÿђĕсем çĕрсе тăпра пулса кайаççĕ. Христос çĕр çине сут тума килес умĕн мĕн пур вилнĕ çынсем ђĕрĕлсе тăрсан, çынсенĕн ђĕрĕлсе тăнă ÿђĕсем çап-çутă çутăлса кайĕç. Акă хăçан çынсенĕн ÿђĕсем Христосăн ÿђĕ пек çутăлса кайĕç.

Христос çĕр çине тепĕр хут килнĕ ђухне çынсем пур те ђĕрĕлсе тăрĕç, анђах пуринĕн те ÿђĕсем çап-çутă пулмĕç: çылăхлă çынсенĕн ÿђĕсем пăхсан йĕрĕнмелле пулĕç; сăваплă çынсенĕн ÿђĕсем çÿлти патшалăхра хĕвел пек йăлтăртатса тăрĕç, хăйсем ĕмĕр савăнса пурăнĕç. Çылăхлă çынсем хăйсен ирсĕр ÿђĕсемпе ĕмĕр тамăкра асапланса пурăнĕç. Сăваплă çынсем хăйсен çап-çутă ÿђĕсемпе мухтава тухĕç, çылăхлă çынсем намăса йулĕç.

Ей тăвансем! сирĕн вилсен мухтава тухас килет-и, йе намăса йулас килет-и? Мухтава тухас килет пулсан, йĕркеллĕ пурăнас пулат̌; ху ăсупа пурăнма йурамаст̌, Христос йепле пурăнма хушат̌, çапла пурăнас пулат̌; пурăнăçа сăваплă ирттерме тăрăшас пулат̌. Епир ку çĕр çинђе Христос законĕпе пурăнсан, пурăнăçа сăваплă пурăнса ирттерсен, пирĕн ÿт те хамăр ђĕрĕлсе тăрсан, çап-çутă пулĕ, вара пире те ĕмĕрлĕх савăнăç пулĕ. Амин.

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.