Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун

Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани

Свящ. П. Егоровъ.


Çурла 6-мĕшĕ

Пайанхи кун Іисус Христос Ѳавор тăвĕ çинђе çап-çутă пулнине асăнса праçник тăваççĕ. Çав ĕç акă çапла пулнă. Пĕрре Іисус Христос Петра, Іакова, тата унăн шăлнă Іоанна илнĕ те, вĕсене çÿлĕ ту çине илсе улăхнă, вăл ту Ѳавор йатлă. Ту çинђе Турра кĕл-тунă ђухне, Іисус Христос урăх тĕслĕ пулса кайнă: Унăн сăнĕ хĕвел пек çап-çутă пулнă, тумтирĕ йур пек шап-шурă пулнă. Çавăнтах тата вĕсене Моисей пророкпала Илія пророк курăннă, вĕсем Іисуспала Ăна Іерусалимре мĕн тăвасси çинђен калаçса тăнă. Петр Іисуса каланă: ей Вĕрентекен! Малаллине вулас

Малтанхи Спас Кунĕ

Малтанхи Спас Кунĕ Вĕрентсе Калани

Священникъ П. Егоровъ.

Пайан Христосăн хĕресне шыв хĕрне илсе кайса кĕл-туса шыва тасатаççĕ. Çав йĕрке ăçтан пуçланса кайнине епĕ сире каласа кăтартасшăн.

Пайанхи кун Христосăн хĕресне ђиркÿрен туратсемпе илсе тухас йăлана грексен патріархĕ Лукапа вырăссен митрополиђĕ Константин кăларнă. Вăл йăла акă мĕнтен пуçланса кайнă. Грексен патши Мануил, вырăссен князĕ Андрей Георгіевич, иккĕшĕ пĕр кунта вăрçа кайнă: грексен патши сарацын йатлă халăх çине вăрçа кайнă, вырăссен князĕ болгарсем çине вăрçа кайнă. Грексен патши те, вырăссен князĕ те, хăйсемпе пĕрле Турă Амăшĕ сăнĕпе Христосăн хĕресне вăрçа илсе кайнă. Малаллине вулас