Таса Хĕрес Çинђен Вĕрентсе Калани


Таса Хĕрес Çинђен Вĕрентсе Калани

Сергѣй Ѳоминъ


Çурла 1-мĕшĕ

Тăвансем, пайан таса ђиркÿ Турă хĕресне асăнса праçник тăват̌. Ку праçник ак мĕн ĕçрен пуçланса кайнă.

1161 -мĕш çулта августăн 1 -мĕш кунĕнђе , Христос тĕнне тытса Турăран хăраса пурăннă икĕ патша, пĕр вăхăтра, пĕр кунта, хăйсен тăшманĕсене çĕнтернĕ. Пĕри грек патши Мануил Комнен пулнă; вăл, Турă мана çак усал тăшмансене çĕнтерме пулăштăр-ђђĕ, тесе йăлăнса кĕлтунă хыççăн, тата хăйĕн çаррине хĕреспе пилленĕ хыççăн, ăна хирĕç вăрçма пынă сарацынсене Турă пулăшнипе, ђас çĕнтернĕ.

230px-manuel_i_comnenus
Мануил Комнен император сăнĕ.

Тепĕри вырăс князĕ Андрей Боголюбский пулнă. Ку княз болгарсемпе вăрçнă. Вăл Турра тĕрĕс ĕненсе, йалан Ун çине шанса, Вăл кăларнă йĕрке тăрăх, пурăннă. Çавăнпа вăл тăшмансене хирĕç хăй вăйĕ çине анђах шанса тухман, мĕн пур кăмăлне Турра парса, Ун çине шанса тухнă. Вăл хăйĕн çарри те Турă çине шанса Унтан пулăшу ыйтса пытăр тесе, çарă умĕн Іисус Христос Туррăмăр сăнĕпе хĕрес çĕклесе пыртарнă. Турă Хăйĕнђен ыйтакансене памасăр хăвармаст̌. Андрей Боголюбскій те хăйĕн çарри мĕнĕпе Турă çине шанса, Унтан йăлăнса пулăшу ыйтнă тăрăх, хăйне хирĕç тăракан тăшмансене çĕнтернĕ.

Болгарсем темле хытă хирĕç тăрса вăрçсан та Андрей Боголюбскій çаррине çĕнтереймен. Мĕншĕн тесен Турă Хăй пулăшса тăнă. Вăл ак мĕнтен паллă; вырăс çарри умĕнђен илсе пыракан турăшран тата таса хĕресрен çарă çине тĕлĕнмелле çутă ÿксе тăнă. Ку ĕç те августăн 1-мĕш кунĕнђе 1164-мĕш çулта пулнă. Çак ĕçе вырăс князĕ те, грек патши те, иккĕш те, пĕр вăхăтра, пĕр кунта, хăйсен тăшманĕсене хĕрес хăвађĕпе çĕнтернине пĕлсен, вĕсем ђиркÿ пуххи пилленĕ тăрăх августăн 1-мĕш кунне таса хĕресе асăнса ĕмĕр праçник туса тăмалла тунă. Çак кун вырăс çаррине те, грек çаррине те, тăшмансемпе вăрçма тытăнас умĕн хĕреспе пилленине асăнса ђăн тĕне ĕненекенсем пур çĕрте те ирхи кĕлĕре таса хĕресе алтартен илсе тухса ђиркÿ варрине аналой çине хураççĕ; кăнтăрлахи кĕлĕрен тухсан, çав хĕресе çăлсем патне, тата çырмасене илсе кайаççĕ те, унта вара Турă Хăйĕн таса хĕресĕпе шыва, сывлăша тасаттăр тесе кĕл-тăваççĕ. Пирĕн таса ђиркÿ çавна асăнса халĕ те праçник тăват̌.

200px-d09ad0bdd18fd0b7d18c_d090d0bdd0b4d180d0b5d0b9_d091d0bed0b3d0bed0bbd18ed0b1d181d0bad0b8d0b9
Андрей Боголюбский патша.

Тăвансем, ђăн тĕне ĕненекенĕн Турăран йепле пысăк ырăлăх, йепле пысăк шанăç. Ђăнах та ку ĕç пит тĕлĕнмелле пулнă. Вырăс çаррине те, грек çаррине те, пĕр кунах таса хĕрес тăшмансенђен хăтарнă. Епир, тăвансем, йалан улталакан, илĕртсе çылăха кÿртекен усал тăшман шуйттанăн йепле майпа хăтăлса çăлăнăпăр? Кун çинђен аслă святой Аѳанасій ак çапла калат̌: „шуйттантан, вăл илĕртнинђен хăтăлас тесен, хамăр çине йалан пĕтĕм ђунтан, ђĕререн пур усал шухăшсене пăрахса, Турра кĕлтуса хĕрес палли тăвас пулат̌, вара пире шуйттан илĕртсе çылăха кÿртме пултараймаст̌“, тенĕ. Çак сăмахсем тăрăх пурăнсан, усал сывлăш пирĕн çумма çыпçăнаймĕ, унтан нихăçан та хăрамăпăр, вара ăна йаланах çĕнтерсе пырăпăр.

Кунтан пуçне тата таса хĕрес ĕненекенсемшĕн халĕ те нумай тĕлĕнмелле ĕçсем тăват̌. Таса хĕрес шыва, сывлăша тасатат̌, çынсем ăшне кĕрсе вырăнаçнă усал сывлăша хăваласа кăларат̌, ђирсенђен тасатса сывлăх парат̌, пĕр сăмахран: пур усал-тĕсĕле хăвалат̌, анђах ун çинђен манас пулмаст̌, йалан ђĕрере тытса тăрас пулат̌. Таса хĕресĕн тĕлĕнмелле ĕçне пĕлме кунтан та пулат̌: Турă шыва кĕнĕ праçник кунхи хĕреспе тасатнă шыв таса савăт ăшĕнђе темиçе çул ларсан та пăсăлмаст̌.

Тăвансем! Ĕнтĕ епир пайан таса ђиркÿ мĕншĕн праçник тунине илтрĕмĕр. Йепле пире Турă хĕрхенсе пирĕншĕн йалан тăрăшса тăрат̌. Вăл пире çăласшăн, çÿлтен анса, етем ÿтне Хăй çине илсе, хĕрес çинђе вилсе, шуйттан хăватне хĕреспе пĕтернĕ. Ку сăмахсенђен ĕнтĕ паллă, йепле усал сывлăш хĕресрен хăраса тăрат̌. Вăл хĕресрен хăрат̌ пулсан, çавăнпа пирĕн Турăран пиллĕх илсе, Ăна тархасласа кор тăрсан та, каç выртас умĕн те, апат çийес умĕн те, çисе тăрсан та, кирек йепле ĕçе тытăнас умĕн те, туса пĕтерсен те пур вăхăтра та хамăр çине хĕрес-палли тума тăрăшас пулат̌. Çапла пурăнман пирки пире усал сывлăш çавăрса илет те, епир вара Турра манса çылăх тĕпнех путса кайатпăр. Çук, тăвансем, апла пурăнар мар, йепле те пулин хамăр пурăнăçа тÿрлетсе, Турă панă пурăнăç йĕркисем тăрăх пурăнма тăрăшар, вара пире те Туррăн таса хĕресĕ çутатса вăй-хăват парса, тăрĕ. Амин.


VulaCV комментарийĕсем

Мануил Комнен – грекла: Μανουήλ Α’ Κομνηνός, латинла: Manuel I Komnenos. Çуралнă: чÿк 28-мĕшĕ, 1118 – вилнĕ: авăн 24-мĕшĕ, 1180), Византи Императорĕ. [wiki]

Андрей Юрьевич Боголюбский. Çуралнă: 1111 ç. — вилнĕ: çĕртме 29-мĕшĕ, 1174), Вышгород кнеçĕ, Дорогбуга кнеçĕ, Рязань кнеçĕ, Владимирăн аслă кнеçĕ. Юрий Долгорукийпе половец (кыпчак) кнеçĕн хĕрĕ çуратнă ывăлĕ. 1164-мĕш çулта Андрей кнеç çар пухса Атăлçи пăлхарсем çине (чăвашсем çине) вăрçăпа тапăннă. Пăлхарсем шар курнă, Бряхимов ятлă хули парăннă, тепĕр виçĕ хулана çунтарса пĕтернĕ.  1171-мĕш çулта Андрей кнеç хистенипе Владимир-Суздаль кнеçлĕхĕ пăлхарсем çине тепĕр хутчен çар пухса тапăннă, çаратма пуçланă, анчах боярсем пулăшман пирки ку хутĕнче пăлхарсем вĕсене чактарнă. 1174-мĕш çулта боярсемех Андрей кнеçе вĕлернĕ. [wiki]

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.