Митта Ваçлейĕ: Чул Çыран Хĕрринче


Чул Çыран Хĕрринче

Чул çыран хĕрринче пĕчĕк пÿрт,
Юр тултарнă мăрйийĕ таран…
Мăнакка, хăвăртрах уçса кÿрт,
Çитсе ÿкрĕм паян эп аран.


Ураран ÿкерен шартлама
Кун каçа муталарĕ пире.
Ни ĕçпе, ни вутпа ăшăнма,
Тумтирри тумтир мар-çке çире!..

Чĕрт, аппа, вучахна… Çак яшка…
Салтăнам… Ăшăнма эп ларам…
Малашне те пулсан çакнашкал —
Тĕнчере пурăнни те харам…

Куллен-кун хăшкăла-хăшкăла,
Хырăмшăн хырăмпа шăвăнан.
Çынлăхран кăларан мăшкăла
Хăçанччен тÿсмелле-ши, тăван?..

Çун, вучах! Ентĕркенĕ вăй-хал,
Тепĕр хут йăл илсе амалан.
Курасси, тен, нумай,
Пурнасси, тен, сахал…
Мĕн пулать, мĕн килет —
Тапалан!..

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.