Н. Иванова & В. Никитин
Чăваш туррисен йышĕпе ячĕсем
• Тем те пĕре турă вырăнне хуни • Суя тĕн • Спекуляци
Чăваш тĕнĕнче турăсем, ырăсем, хаярсем йышлă. Тĕпчевçĕсем весем 500 ытла иккенне палăртнă. Пайăр ятлă ыр-хаяр 200-тен иртет. «Киреметри аслă кĕлĕсенче 77 е 99 турра чÿкленĕ»,— тесе çырать чăваш ăрăмçи Микихвер Элмен. Вăл 1992 çулта пичетлесе кăларнă «Чăваш тĕнĕ: ырăсемпе хаярсем» мифологи сăмахсарĕнче алфавит йĕркипе 211 ят панă.
Турăсен, ырăсемпе хаярсен йышне тĕпчевçĕсем 4 тата 12 ушкăна уйăрса хаклаççĕ. Тăватă ушкăна çапла пайланă: çĕр, шыв, вут, сывлăш хăвачĕсем. Тепĕр майлă пайланинче çак йĕрке: 1. Çÿлти (аслă) турăсем. 2. Çут çанталăк пулăмĕсен туррисем. 3. Çĕр хăвачĕсем. 4. Шыв хăвачĕсем. 5. Вут хăвачĕсем. 6. Ÿсен-тăран тĕнчин ырри-хаярĕ. 7. Чĕр чун тĕнчин ырри-хаярĕ. 8. Этем ăс-хакăл пурнăçĕн сыхчисем. 9. Кил-çуртпа кил-йыш управĕ. 10. Карта йышĕпе чĕрлĕх вăйĕсем. 11. Уй-хирпе çĕр ĕç вăйĕсем. 12. Çĕрпе шыв айĕнчи (леш тĕнчери) ыр-хаярлăх.
Пĕлтерĕшне, хăватне, витĕмне кура турăсем, ырăсем, хаярсем ретсем çине пайланаççĕ, Пĕрремĕш ретре — аслă турăсем. Дюла Месарош хыççăн тĕпчевçĕсем чăвашсен пĕртен-пĕр аслă Турă тесе калаççĕ. Анчах вăл туррăн ячĕ çук. Çавăн пекех турă амăшĕн, турă ашшĕн ячĕсене нихăш кĕлĕре, сăвапра, сăрманра[1] калани тĕл пулмасть. Ахăртнех, вĕсем ытти тĕнсемпе пĕрлешнĕ хыççăн тин пулса кайнă пулас. Апла пулин те çĕр ашшĕ-амăшĕ, шыв ашшĕ-амăшĕ, çил ашшĕ-амăшĕ, вут ашшĕ-амăшĕ пурте пĕрремĕш ретри турăсем шутланаççĕ.
Иккĕмĕш ретре — харкам ĕç-пуçшăн яваплă турăсем: Аслати—çумăр турри. Пихампар[2] — выльăх-чĕрлĕх турри, Астанпи[3]— хĕвел турри, Кавсар[4] — ăс-тăн турри, Ашапатман[5] — сывлăх турри. Авкун[6] — тасалăх турри. Акар[7] — уй-хир турри, Чăрпантă[8] — çĕр айĕнчи пуянлăх турри, Мăртăк[9] — манăçу турри, Хĕрт-сурт — кил-çурт турри, Саватар[10] — тĕрĕслĕх турри…
Виççĕмĕш ретре — çут çанталăк хăвăлĕсемпе этем тĕнчи хушшинче тăракан вăйсем: Пÿлĕх[11] — этеме ырлăх-пурлăх валеçсе паракан, Кепе[12] —турăсем хушнине йышăнакан ырă, Хăрпан[13] тата ыттисем, Виççĕмĕш ретри хăватсем çын патне хăйсем килсе çÿремеççĕ. Вĕсен кăмăлне пурнăçлакансем—тăваттăмĕш ретри вăйсем: турă умĕнче тăракан, çÿрекен, алăк уçса хупакан пирĕштисем[14], кÿркĕçсем, çунатсем, сыхчисем. Вĕсем çынна ырă тăваççĕ, кашни çыннăн хăйĕн пирĕштийĕ пур.
Малалли ретсенче — хунаççи, кĕтнеççи, никĕççи, тăваççи, упран, кĕтен, пăхан… Кусем те этеме ĕçре пулăшаççĕ. Хаярсен речĕ те чухăн мар. Унта темле вăй та пур: тытан, çилли, сулли, хаяр, инкек, шавкăн, пÿрен, юхан, кÿркĕс, вăйпăр…
Ийесем, йĕрĕхсем[15], кăчăрмисем, вупкăнсемпе вушнисем хăйсем уйрăм ретре тараççĕ, Вĕсем этемрен йăвача та юсман[16], пăтă та чăкăт ыйтаççĕ. Кусем—эсремет[17] вăйĕсем. Вĕсем Эсрел[18], Сехмет[19], Аçтаха[20], Алпастă[21] тата ытти хаяр турăсем хушнине итлесе курăнаççĕ. Этем йĕркерен тухсанах хăйсен эсреметне астарса каяççĕ. Вĕсем çынна киреметрен уйăраççĕ. Анчах ку вăйсем питĕ шелсĕр темелле мар. Вĕсене кÿнĕçтерсен, вăхăтра асăрханса, сыхланса, пăрăнса çÿресен вĕсем этеме вăхăтсăр тивмеççĕ.
Чăваш тĕнĕ этемре икĕ вăй — ырăпа усал туртăм пурри çинче тытăнса тăрать. Усал ĕçрен, йăнăш тăвасран, ыттисене сиен кăтартасран, хăйне те инкек-синкек кÿресрен сыхланма вĕрентнĕ чăваш тĕнĕ. Çак енчен вал паян та усăллă. Этем хăйпе хăй кĕрешмесĕр пурăнмасть. Ĕçченлĕхпе кахаллăх, хаваслăхпа салхулăх, чăтăмлăхпа хаярлăх, çуклăхпа çăткăнлăх тата ытти хирĕçÿлĕх этеме кунсеренех пырса перĕнет. Ырри хăйне халлĕн юхса тăмасть, тăрăшсан кăна пулать. Чăваш туррисем, ырри-хаярĕсем çавна асра тытма хистеççĕ.
Чăваш туррисем çут çанталăка, ĕç йĕркине пĕлсе тăма вĕрентеççĕ. Тинкерсерех пăхсан унта ăнланмалла мар арăмлăх та, хăраса мĕскĕнленни те, тĕнче тытăмне чухламанни те çук. Йалтах — чăн пурнăçран, ăсран, ăнкарулăхран. Чăвашсен сартăш[22] тĕнĕ — ĕлĕк-авал çынсем çутă тĕнчене алла мĕнле илсе пынипе кăтартакан тĕслĕх.
VulaCV комментарийĕсем:
[1] Автор усă курма сĕннĕ сăмах.
[2] Перс чĕлхинчен тĕнпе культура витĕмне пула кĕнĕ сăмах, тĕп пĕлтерĕшĕ “хыпар илсе килекен”.
[3] Ку ят Ашмарин словарĕнче тĕл пулмасть. Тен, автор ăна хăех çÿлерех асăнакан тĕпчевсенчен илнĕ.
[4] Ку ят Ашмарин словарĕнче тĕл пулмасть. Тен, автор ăна хăех çÿлерех асăнакан тĕпчевсенчен илнĕ.
[5] Араб культурипе чĕлхе витĕмне пула, Ислам пророк вырăнне картакан Мăхамет ятлă çыннăн арăмĕ Айша тата хĕрĕ Фатма ячĕсене пĕрлештернипе пулса кайнă сăмах [Его].
[6] Ку ят Ашмарин словарĕнче тĕл пулмасть. Тен, автор ăна хăех çÿлерех асăнакан тĕпчевсенчен илнĕ.
[7] Ку ят Ашмарин словарĕнче тĕл пулмасть. Тен, автор ăна хăех çÿлерех асăнакан тĕпчевсенчен илнĕ.
[8] Ку ят Ашмарин словарĕнче тĕл пулмасть. Тен, автор ăна хăех çÿлерех асăнакан тĕпчевсенчен илнĕ.
[9] Ку ят Ашмарин словарĕнче ку пĕлтерĕшпеле тĕл пулмасть. Тен, автор ăна хăех çÿлерех асăнакан тĕпчевсенчен илнĕ.
[10] Ку ят Ашмарин словарĕнче ку пĕлтерĕшпеле тĕл пулмасть. Арçын ячĕ тесе шутланать [Ашм]. Тен, автор ăна хăех çÿлерех асăнакан тĕпчевсенчен илнĕ.
[11] М. Федотов ку сăмаха “пÿл” сăмахпа çыхăнтарать [Фед.]. Эпир вара перс чĕлхи урлă кĕнĕ фелек “телей, ырлăх-пурлăх ” сăмахран пулнă тесе шутлатпăр. Çав сăмахах felek турккă чĕлхине те пĕр пек пĕлтерĕшпе кĕнĕ. Персла ф сасă чăвашла п пулнă сăмахсем: пирĕшти (турк. Ferişte), пайта (турк. fayda), непĕс (турк. nefis), араб чĕлхинчен куçнă сăмахсенче ф-п ылмашу тĕслĕхĕсем: “филь” пил (турк. Fil), “хафыз” апăс (турк. hafız), “cыфат” сăпат (турк. sıfat), турккăпа чăваш сăмахĕсене таншлаштарнă чухне курăнакан ытти тĕслĕхсем: defter типтер, fısıltı пăшăлти, fışkırt пăскăрт, öfke ÿпке.
[12] Арап чĕлхинчен тĕн культури витĕмĕпе куçса кĕнĕ сăмах, Мăхамет çыннисем хисеплекен Меккăри Кааба текен вырăн ячĕ. [Ашм.]
[13] Арап чĕлхинчен тĕн культури витĕмĕпе куçса кĕнĕ сăмах: курбан, малтанхи пĕлтерĕшĕ “чÿк, турра кÿнĕ парне” [Фед.].
[14] Перс чĕлхинчен тĕн тата культурп витĕмĕпе куçса кĕнĕ сăмах: фереште, малтанхи пĕлтерĕшĕ “ангел, хыпарçă, турă элчи” [Его., Скв12]
[15] Чăваш сăмахех, авалхи çыру палăкĕсенче тĕл пулакан ыдук сăмахах, ытти тĕрĕк чĕлхинче “чÿк, турра халалланăскер” пĕлтерĕшсемпе тĕл пулать. [Его.] Тĕрĕк чĕлхисенчи д час-часах чăвашла р-па тÿр килет.
[16] Чÿк икерчи, тухатланă икерчĕ [Фед.].
[17] Ахăртнех арап культурипе тĕн витĕмĕпе кĕнĕ сăмах.
[18] Арап чĕлхинчен тĕн культури витĕмĕпе куçса кĕнĕ сăмах: азраил, малтанхи пĕлтерĕшĕ “вилĕм ангелĕ” [Его.]
[19] Арап чĕлхинчен тĕн культури витĕмĕпе куçса кĕнĕ сăмах: захмат, унăн пĕлтерĕшĕ “йывăрлăх, чăрманни” [Фед.]
[20] Перс чĕлхинчен тĕн тата культурп витĕмĕпе куçса кĕнĕ сăмах: аждаха. Питĕ авалхи Авеста тапхрĕнче ажи дахака тесе çырнă, ажи “çĕлен”, дахака “çыртакан” [Его.]
[21] Тутар чĕлхичен кĕнĕ сăмах, “улăп пусрĕ” пĕлтерĕшлĕ пулма пултарать. [Фед.]
[22] Автор усă курма сĕнекен сăмах.
[…] Чăваш туррисен йышĕпе ячĕсем (Н. Иванова & В. Никитин), […]
КилĕштересКилĕштерес