Георгий Орлов: Август

Г. Орлов


Август

Уй-хирти ĕç шавĕ нихçанхинчен те хĕрсе çитрĕ. Кăнтăрла та, çĕрле те вăл пĕртте лăпланмасть. Хăйĕн пĕтĕм вăйне ял кунта пухнăн туйăнать. Комбайнсем тырă выраççĕ. Грузовиксем вырнă тыррине турттарса тăраççĕ. Ушкăн машина улмури купалать. Ана пушанать çеç — тракторсем сухалама пырса кĕреççĕ, теприсем кĕрхи ыраш, тулă акаççĕ… Мĕн кăна тумасть пулĕ çĕр çынни! Алли ун пур çĕре те вăхăтра ĕлкĕрет. Халăха август пысăк пурлăх пама пулнă, халĕ вăлах çавна илме, йăлтах тирпейлĕ пуçтарса кĕртме васкатать.Малаллине вулас

Чăваш туррисен йышĕпе ячĕсем

Н. Иванова & В. Никитин


Чăваш туррисен йышĕпе ячĕсем

Sijen1 • Тем те пĕре турă вырăнне хуни • Суя тĕн • Спекуляци

Чăваш тĕнĕнче турăсем, ырăсем, хаярсем йышлă. Тĕпчевçĕсем весем 500 ытла иккенне палăртнă. Пайăр ятлă ыр-хаяр 200-тен иртет. «Киреметри аслă кĕлĕсенче 77 е 99 турра чÿкленĕ»,— тесе çырать чăваш ăрăмçи Микихвер Элмен. Вăл 1992 çулта пичетлесе кăларнă «Чăваш тĕнĕ: ырăсемпе хаярсем» мифологи сăмахсарĕнче алфавит йĕркипе 211 ят панă.

Турăсен, ырăсемпе хаярсен йышне тĕпчевçĕсем 4 тата 12 ушкăна уйăрса хаклаççĕ. Тăватă ушкăна çапла пайланă: çĕр, шыв, вут, сывлăш хăвачĕсем. Тепĕр майлă пайланинче çак йĕрке: 1. Çÿлти (аслă) турăсем. 2. Çут çанталăк пулăмĕсен туррисем. 3. Çĕр хăвачĕсем. 4. Шыв хăвачĕсем. 5. Вут хăвачĕсем. 6. Ÿсен-тăран тĕнчин ырри-хаярĕ. 7. Чĕр чун тĕнчин ырри-хаярĕ. 8. Этем ăс-хакăл пурнăçĕн сыхчисем. 9. Кил-çуртпа кил-йыш управĕ. 10. Карта йышĕпе чĕрлĕх вăйĕсем. 11. Уй-хирпе çĕр ĕç вăйĕсем. 12. Çĕрпе шыв айĕнчи (леш тĕнчери) ыр-хаярлăх.Малаллине вулас