Митта Ваçлейĕ: Акатуй Каччисем


Акатуй Каччисем

(Марш)

Ялйышăм ян кайрĕ
Ирхи хыпарпа —
Туй пуçĕ çÿрет-мĕн
Улма чăпарпа.
— Вăранăр, атьсемĕр,
Хĕвел хăпарать,
Садра сарă кайăк
Юрра шăратать.
Çăл шывĕпе уçăр
Пит-куçăрсене,
Йĕнерлĕр, утланăр
Ыр утăрсене!
 
— Эй, Акатуйĕ!
Кам мала?!
Хĕрсен парни
Кама пулмалла?!
 
— Кала эс, туй пуçĕ,
Кам учĕ маттур?
Кама мухтамашкăн
Сан шухăшу пур?
 
— Эй, кам урхамахĕ
Çил пек çăрхалать,
Йĕнер çийĕнче
Кам хăлат пек ларать,
Кам хатĕр каймашкăн
Буденный çарне —
Çавна халаллатпăр
Чи лайăх парне.
 
— Эй, Акатуйĕ!
Кам мала?!
Хĕрсен парни
Кама пулмалла?!
 
Кам иртĕ, атьсемĕр,
Колхоз каччинчен?!
Вут çеç сирпĕнетĕ
Такан качинчен.
Пире ал сулаççĕ
Хĕвел пек хĕрсем,
Пире ыр сунаççĕ
Атте-аннесем.
Утсем тулхăраççĕ,—
Туй пуçĕ, ертсем:
Туя та,
Вăрçа та
Чăн хатĕр вĕсем!
— Эй, Акатуйĕ!
Кам мала?!
Хĕрсен парни
Кама пулмалла?!
 
1936

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.