Марія Магдалинăна Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕн Кунĕнђе Вĕрентсе Калани


Діаконъ Владиміръ Михайловъ


Çĕртме 22-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем!

Пайан ђиркÿ апостолсемпе пĕр тан мухтама тивĕçлĕ Марія Магдалинăна аслăлат̌.

Таса Марія ĕлĕк усал йернĕ çын пулнă. Іисус Христос унăн ăшĕнђен усала хăваласа кăларсан, вăл Унăн вĕренекенĕ пулнă. Іисус Христос хĕрес çинђе асапланнă ђух унта Марія хуйхăрса, хăйĕн кăкăрне çапса йĕрсе тăнă. Іисус Христос вилсен, виççĕмĕш кунне Марія таса Ÿтĕ ырă шăршăлă çупа сĕрме тупăк патне кайнă. Іисус Христос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрсан ђăн малтан тупăк патне пыракан Маріяна курăннă. Марія çав ырă хыпара пĕтĕм тĕнђене каласа çÿренĕ. Тĕрлĕ йут халăха вăл хăйĕн тăванĕсене йуратнă пек йуратса йăвашшăн, ырă кăмăлпа Христосăн ђăнлăхне вĕрентнĕ; хăйне ĕлĕк усал хупласа тăнă пек, тĕнђери халăха усал ĕмĕртенпех хăй аллинђе тăратаканскерсене çăлăнăç çулĕ çине кăларасђĕ тесе тăрăшнă. Çавăнпа Маріяшăн пур йут çын та çывăх пулнă. Христоса пĕлмен тĕттĕм çынсене хăй ађисене ăс панă пек вĕрентсе çутăлтарнă.

Ей тăванăмсем, пирĕн ађасене те çав ĕмĕрхи тĕттĕм хупласа ан илтĕр тесен, таса Маріянăн пурăнăçĕнђен хамăра ÿкĕт илсе вĕсене вĕрентесђĕ.

Пĕр етем те хăй тĕллĕн çитĕнеймест. Амăшĕ ађана пĕтĕм ђунĕ-ђĕрипе хĕпĕртесе упраса пăхат̌. Вăл хăй ывăннине те пĕлмесĕр, хăйĕн сывлăхне хĕрхенмесĕр ађана пăхат̌. Ађа сывлăхлă пулсан уншăн вара нимĕн те кирлĕ мар; вăл питĕ телейлĕ. Ађана амăшĕ анђах нимĕнрен ытла йуратма пултарат̌. Вăл анђах ÿркенмесĕр пăхса ÿстерме пултарат̌. Амăшĕ ађана ырă ăс пама, ăна хуллен хуллен Христос тĕнĕ çинђен каласа вĕрентме пултарат̌. Вăл ырă ăслăлăха хăйĕн ăшă кăмăлĕпе ађа ђĕрине акнă Турă сăмахĕсене тĕреклĕлентерме пултарат̌. Çапла пăхса ÿстернĕ ађасем Турă умĕнђе те, халăх умĕнђе те тивĕçлĕ çынсем пулаççĕ.

Маріяшăн пур йут çын та çывăх пулнă. Христоса пĕлмен тĕттĕм çынсене хăй ађисене ăс панă пек вĕрентсе çутăлтарнă.

Ђиркÿ йалан аслăлакан таса Григорій Богослова, ылтăн ђĕлхелĕ Іоанна тата ытти таса çынсене епир аса илер-ха; çав çынсен амăшĕсем мĕнле пурăнни çинђен тата шухăшласа пăхар… Акă пирĕн хушшăмăрта хĕр-арăмсем нумайĕшĕ: манăн ађасем итлеми пулђĕç, питĕ харсăр пулђĕç, теççĕ.

Мĕншĕн-ши вăл капла?

Ађана пĕђĕк ђухне пăхма хĕн пулсан, ÿстерме ытларах хĕн мар-ши?

Ађа кăшт калаçа пуçласан унтан кула кулах ăна усал сăмахсем вĕрентеççĕ. Тата ашшĕ-амăшсем хăйсем усал, ирсĕр пурăннипе темĕн тĕрлĕ усал сăмахсем ађа умĕнђех каласа пĕтереççĕ.

Кайран хай ађа та çав сăмахсене каласа çÿре пуçлат̌. Амăшĕ ађа ирсĕр сăмахсене каланине кулкаласа иртерсе йарат̌, ÿсерехпе ку ађан ђĕри хытат̌. Унтан усалăха вĕренет.

Вара сăмахпа анђах мар, ĕçпе те амăшне ђас-ђасах кÿрентерет. Кунĕ-кунĕпе ĕçе супса, çынпа вăрçса-çапăçса çÿрекен пулат̌; йе çын йапалине вăрлакан, çынна улталакан пулат̌. Амăшĕ тин ађан усалăхне курат̌, тÿрлетме хăл çуккипе пархатарсăр пулђĕ ку ађа тесе ÿпкелешет.

Есир ĕнтĕ кам айăплине хăвăрах ђухлама пултаратăр. Пирĕн тăшман, ĕмĕрхи усал, йалан етеме хăй аллине илсе хăйĕн ђури тума тăрăшат̌. Пирĕн Христоса ĕненекен çынсен çав тыткăнлăхран çăлăнма май пур; çавăнпа, тăванăмсем, Христос Туррăмăр хунă ђăнлăха йалан ăшра тытса тăма вĕренер; тата ытларах хамăр ађасене çав ÿкĕтлĕхпе ÿстерер. Вара епир те, пирĕн ађасем те, çав ĕмĕрхи тăшманран хăтăлса, Туррăн ађисем пулма тивĕçлĕ пулăпăр. Епир те таса Марія пек Христос Турра курма тивĕçлĕ пулăпăр. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.