Марія Магдалинăна Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕн Кунĕнђе Вĕрентсе Калани

Діаконъ Владиміръ Михайловъ


Çĕртме 22-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем!

Пайан ђиркÿ апостолсемпе пĕр тан мухтама тивĕçлĕ Марія Магдалинăна аслăлат̌.

Таса Марія ĕлĕк усал йернĕ çын пулнă. Іисус Христос унăн ăшĕнђен усала хăваласа кăларсан, вăл Унăн вĕренекенĕ пулнă. Іисус Христос хĕрес çинђе асапланнă ђух унта Марія хуйхăрса, хăйĕн кăкăрне çапса йĕрсе тăнă. Іисус Христос вилсен, виççĕмĕш кунне Марія таса Ÿтĕ ырă шăршăлă çупа сĕрме тупăк патне кайнă. Іисус Христос вилĕмрен ђĕрĕлсе тăрсан ђăн малтан тупăк патне пыракан Маріяна курăннă. Марія çав ырă хыпара пĕтĕм тĕнђене каласа çÿренĕ. Тĕрлĕ йут халăха вăл хăйĕн тăванĕсене йуратнă пек йуратса йăвашшăн, ырă кăмăлпа Христосăн ђăнлăхне вĕрентнĕ; хăйне ĕлĕк усал хупласа тăнă пек, тĕнђери халăха усал ĕмĕртенпех хăй аллинђе тăратаканскерсене çăлăнăç çулĕ çине кăларасђĕ тесе тăрăшнă. Çавăнпа Маріяшăн пур йут çын та çывăх пулнă. Христоса пĕлмен тĕттĕм çынсене хăй ађисене ăс панă пек вĕрентсе çутăлтарнă.Малаллине вулас