
Александр Пушкин — Раççейĕн тĕнчипе чаплă поэчĕ. XIX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕн чи авторитетлĕ литераторĕ. Унăн чапĕ – нацин чи пултаруллă поэчĕ пулни – хăй пурăннă чухнех сарăлнă… Тĕплĕнрех→
Александр Пушкин
Песнь о вещем Олеге
Пĕлÿçĕ Олег çинчен хунă Юрă
Епле вăй пуçтарнă пĕлÿçĕ Олег:
Хурах хурри пулнă таврашăн
Вутпа та, хĕçпе те, аçа-çиçĕм пек,
Усал хусара тавăрасшăн.
Маттур çарĕпе, Ăстампул йĕс тумпе
Пырать вăл кал-калăн ыр ут юртăмпе.
Тухать ăна хирĕç хура вăрмантан
Таса чун хаваллă асамçă,
Килес кунсене юмласа чухлакан,
Перун хăватне пуççапанçă;
Ăслать, ăрăмлать вăл тĕнче тупсăмне.
Олег утне чарчĕ çав ватă умне.
«Кала эс, асамçă, ырсен евĕчи,
Мĕнле кунçула эпĕ тивĕç?
Е ĕмĕр мухтавлă Олегăн хĕççи,
Е хурлă ятпа ăна витĕç?
Кала, ан хăра эс, санран — чăн сăмах,
Манран — асăнмалăх йăлттам урхамах».
«Асамçă хаяр ĕмпÿрен хăраман,
Хунсен парнине хапсăнман вăл;
Ун ирĕк сăмахĕ суя янраман,
Çÿлти чăнлăхпа пĕртăван вăл.
Хура сĕм хупланă пуласлăх куна,
Анчах тавçăратăп эп сан шăпуна.
Яту янăравлă хĕçсен вăййинче;
Ыр ят —çар çыннишĕн чун канăç.
Хÿттÿ — Чархули мăн хапхи çийĕнче,—
Унпа ĕмĕр-ĕмĕр мухтанĕç.
Хум евĕр эс ирĕк, çĕр евĕр — пуян;
Хăватлă шăпушăн кÿлешĕ тăшман.
Ултавлă çанталăк урса тăнă чух
Хаяр тăвăлпа тулнă тинĕс
Сана, çĕнтерÿçĕ, синкер кÿрес çук:
Ни хĕç, ни чулран сана тивмĕç…
Йĕс тум айĕнче хĕн кăтартмĕ суран;
Куçа курăнман ыр сыхлавçă пур сан.
Лашу сан сехревсĕр хăруш ĕçсенче,
Хуçин хавалне пĕлнĕ халлĕн,
Е лăп вăл тăшман уххисен айĕнче,
Е çил пек вĕçет каллĕ-маллĕн.
Тÿсет шăн-сивве вăл, чăтать типшара:
Итле, санăн вилĕм шăп çак лашăра…»
Олег кулса илчĕ, анчах та таса
Сăн-пичĕ кĕçех салхуланчĕ.
Лаши çийĕнчен, йĕнерне таянса,
Пĕр нимĕн чĕнмесĕр вăл анчĕ.
Лăпкать юлташне, мăйĕнчен ыталать,
Ха аллă сăмах хурлануллă калать.
«Сыв пул, янаварăм, юратнă юлташ,
Каçар, çилçунатăм! юлатăн…
Çÿрех ĕнтĕ ирĕк! Пусаймăп малаш
Чечен пускăчна эп, хăлатăм;
Сыв пул, ан кулян, асра тыт хуçуна…
Пуса каччисем, илсе кайăр ăна!
Витсемĕр паха Пăлхарстан кĕççипе,
Атте улăхне леçсе ярăр;
Апатлăр çуртарнă пăри тĕннипе.
Таса çăл шывпе шăварайăр…»
Вара каччăсем ак, пĕрне ăсатса,
Çитеççĕ, самант, тепĕрне çавăтса…
Маттур çарĕпе ĕçке ларнă Олег.
Шавлать кĕреке янăравĕ.
Хăйсен кăтрисем сăрт çинчи шур юр пек,
Таса ирхи юр йăлтăравĕ.
Туссем асăнаççĕ пулни-иртнине,
Пĕрле, кар тăрса, тăшмана хирнине.
«Ăçта ман юлташăм?— каларĕ Олег.—
Ăçта кĕçенет вăл йыхравлăн?
Чупать-и, юртать-и вăл çавăн пекех.
Ятуллăн, кĕрнеклĕн, вылявлăн?»
Ăна хуравлаççĕ: ав çав пыллăхра
Çыврать вăл сирсе сирĕлми ыйăхра.
Хăватлă Олег усрĕ ватă пуçне;
Шутлать вăл: «Ултавçă асамçă!
Ăçта эс, тухатмăш, çÿрен ку чухне?
Ăçта чăнлăху — каласамччĕ.
Пĕтертĕн паян та çÿрес утăма!..»
Вара кайма турĕ утне асăнма.
Утать ватă князь хăнисем хушшинче,
Унпа юнашар — Çамрăк Игорь.
Кураççĕ вĕсем — Днепр çучĕ çинче
Таса шăмăсем… вĕсен витĕр
Кăлкан та шăтать, çил ачи шăхăрать;
Тусан — хуратать, çумăр-шыв — шуратать.
Князь пусрĕ хуллен пуç шăммийĕ çине:
«Ыр канăç сана, янаварăм!
Хуçун çывхарса килекен çичĕшне
Парне пулайса пыраймарăн;
Хура сăртăма, авалхи йăлапа,
Эс мар шăварайăн вĕри юнупа.
Эппин, çакăнта-мĕн, çак хăр шăмăра,
Асамçă, ман пурнăç вĕçлеме?!»
Ак пуç шăмминчен, шăхăра-шăхăра,
Шăвать те тухать вил çĕленĕ,—
Аюк! явкаланчĕ хура хăю пек,
Шарт сикрĕ сасартăк аманнă Олег…
Çавра куркасем йăсланаççĕ пылпа;
Ÿсет тĕмеске — çÿллĕ палăк.
Ав Игорь салхуллăн ларать Ольгăпа,
Тăвать пумилкке пĕтĕм халăх.
Туссем асăнаççĕ пулни-иртнине,
Пĕрле, кар тăрса, тăшмана хирнине.