Митта Ваçлейĕ: Пултăм, çапла, эп кăçал…


Пултăм, çапла, эп кăçал…

Пултăм, çапла, эп кăçал
Хунькассинче хăнара.
Ямаш ялĕ — аслă ял,
Ырă ячĕ — таврара.

Ĕретĕнех — çĕнĕ çурт.
Улма сачĕ — килĕрен.
Нăрăлтатать ылтăн хурт
Кун илемĕ килнĕрен.

Уçă сывлăш. Пыл шăрши.
Кун пек ял тата пур-ши?
Лайăх утма урампа
Екки янă арăмпа!

Акă пысăк çурт çинче
Икĕ шукля — ик енче —
Кармашаççĕ çÿлелле,
Пăхсан — çĕлĕк ÿкмелле.

Ав мĕнле ларатĕ у,
Ял илемĕ радио!

Хăпартланнă кăмăлпа
Çакна кăна каларăм
Хайхи, темĕн çăмăлпа:
— Чим-ха, чим!—тет ман арăм.

Пăхсам, старик, лайăхрах,
Ак тамаша! Тур çырлах!
Мĕскер унта? Ĕлĕкхи
Киремет-и? йĕрĕх-и?
Куратăн-и?
— Курмастăп.
— Çÿлерех пăх, суймастăп.

Хыврăм шăмă куçлăха,
Пăхрăм çÿллĕ уçлăха:
Айхайлим те майхайлим,
Ял илемĕ çакă-им?

Антен çине, тупата,
Мĕн-мĕн кăна çакман-тăр:
Çĕтĕк пуçлă çăпата,
Ик-виç çурăм кив кантăр;
Ункă-ункă курланкă,
Тăпăлтарнă куршанкă;
Пăру тăлли, саламат,
Темĕн те пĕр хăямат;
Сÿс хÿреллĕ хутçĕлен
Вĕл-вĕл вĕçет çилпелен;
Нухрат, енчĕк, хуртпуççи,
Авалхи çăра уççи;
Сар хĕр сарри, чĕрçитти;
Юнашар — таçта çити —
Те çытма, те шăлавар,—
Калама та аван мар…

Тьфу! Ямашсем — пултăрсем,
Ытла усал ачăрсем!

Клуб. Кĕтĕмĕр. Тавăсъе
Культур килне, ял ăсне!..
Анчах кунта ку яхăн
Вăрçă вăрçнă темелле:

Сĕтелĕсем — хăяккăн,
Тенкелĕсем — месерле.
Çунă, теççĕ, урайне
Пĕлтĕр Майăн уявне.

Тирпей тума унтанпа
Никам алли ерĕçмен.
Ăçта пăхан — каплампа
Шăна карри, эрешмен.

Урлăш-тăрăш пилĕк хур,
Шăлтăр-шалтăр шилĕк пур:
Ватă каччă Тăхтаман
Ăна сахал таптаман.
«Нарспи» тесен, Ямаша
Çăкăр ан пар, тамаша!

Пĕр хĕрарăм паçăрах
Пире сăнать, пурăш пек.
— Ирт, кинемей, кунтарах,
Кам пулатăн?
— Стурăш,— тет.
— Апла иккен. Пит аван.
Эпир акă районтан…

Ăçта сирĕн ларкалать
Калаçакан аппарат?

— Инçе марччĕ. Çакăнтах.
Чăлан уççи хам çумрах.
— Инке, пире чăлан мар,
Радиона уçса пар.

— Чăланта ларатĕ у,
Пирĕн клубри радио.—
Уçса пачĕ. Патюшки!
Элле кунта мĕн çук-ши?
Пирĕн умра хуçалăх
Пĕр ял тутă пулмалăх.
Пурнать инке! Пăх та кур:
Мăнтăр шăрттан,
Пуснă хур.
Сар çу,
Чăкăт,
Тăвара,
Тул çăнăхĕ ырçара;
Пĕçĕ пек сасан пулли,
Çĕнĕ пыл — чара тулли;
Уçласа услам тума
Панкки-панкки сар хăйма;
Çакса хунă сысна пуç…
Турра шĕкĕр, тавтапуç!..

— Анчах… çта ларатĕ у,
Инке, сирĕн радио?
— Ăçта пултăр, çакăнтах.
Акă йĕс пралукĕнчен
Сысна тăрать çакăнса.
Ытла ахаль лариччен
Панккисене, хам ăспа,
Тытап сĕтпе-хăймапа.

Ак çак хура питлĕхĕ
Чÿлмек витме сиплĕхлĕ…
Калаçатчĕ пĕлтĕрсем.
Анчах часах пĕтерсе
Ăна пирĕн лартрĕçĕ.
Кам айăпĕ? Кам ĕçĕ?
Ал пыран-пĕр пăратчĕç,
Кĕçех ватса пăрахрĕç.
Хуйхăрам пек пулчĕçĕ,
Унтан алă сулчĕçĕ…

Ешчĕкĕ те халĕ çук.
Хамăр пăхса тăман чух
Шăши йăва тунă та
Чĕп кăларнă-мĕн унта.
Ăна эпĕ çаплипех
Тытса петĕм тулла.
Курма килчĕç — кассипех…
Вара ăна пĕр ача,
Хамăр касри Вулутя,
Ыйтса илчĕ. «Кирлĕ,— тет.—
Шăнкăрч хăвăль тумалла.
Кайăк кунĕ çитнĕ»,— тет.
Акă мĕнле-мĕн эсĕ,
Радио кĕтесĕ!

Вара эпир, хирĕлсе,
Ял Советне утрăмăр.
Кĕнчелере хирĕçле
Шăнкăрч хăвăль куртăмăр.
Шăнкăрч юрра шăратать,
Чĕре туртса ыратать…
Ак ăçта ларатĕ у,
Пархатарсăр радио!

1934

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.