Митта Ваçлейĕ: Пултăм, çапла, эп кăçал…

Пултăм, çапла, эп кăçал…

Пултăм, çапла, эп кăçал
Хунькассинче хăнара.
Ямаш ялĕ — аслă ял,
Ырă ячĕ — таврара.

Ĕретĕнех — çĕнĕ çурт.
Улма сачĕ — килĕрен.
Нăрăлтатать ылтăн хурт
Кун илемĕ килнĕрен.

Уçă сывлăш. Пыл шăрши.
Кун пек ял тата пур-ши?
Лайăх утма урампа
Екки янă арăмпа!Малаллине вулас

Тарас Кириллов: Чăваш халăх юрри

Тарас Кириллов


Чăваш халăх юрри

Пирĕн Аслă Атăл вăйлă
Шурă Атăлпа пĕрле.
Халăх та унта хăватлă
Пĕр ăспа пĕрлешнипе.

Хамăр чун юратнă çĕршĕн,
Ырă ятшăн тăрăшар;
Хамăр халăха çĕклесшĕн
Пĕр-пĕрне ăс-хал парар.

Эй, çынсем, пурте тапранăр
Тĕрĕс çул çине тухар.
Халăх хăватне хал парăр –
Пурнăçа ырăлатар.Малаллине вулас