Митта Ваçлейĕ: Икĕ Çыру


Икĕ Çыру

I

Хусанти юлташсене

Хăямата янисене ан манăр,
Харкамăн хăйĕн ăрăскал.
Салам сире! Аякри тăванăр
Упрать-ха сых ятне вăй-хал.

Е кĕтнĕ кун çитес пулсан пĕр те пĕр,
Эп çунăп иртнĕ хĕрÿпех,—
Ăмăртăва тухан яш-кĕрĕм евĕр,
Вăй-кил кÿртен мăн кĕрÿ пек.

Эп таврăнăп йăвашшăн та хаяррăн
Çĕршыв туй-çуй тапратнă чух.
Хавхалануллă такмаксем хайларăм,
Туй намăсне ярассăм çук.

Çапла, кĕрÿ килессине ан манăр —
Е çур çĕрте, е кăнтăрла…
Салам сире! Аякри тăванăр
Вăй-кил кÿртме таврăнмалла!..

II

Кĕçтук Иванова

Эс курнă тĕнчере чĕр тамăк,
Эп курăп çăлăнăç кунне!
Саламлăн уçăлать ытамăм
Паян, çĕршывăм, сан енне.

Эс манăн шанчăка сыхлатăн
Хаяр та шалкăм кунсенче.
Чĕпписене шыран хăлатăн
Вĕçетĕн ман шухăшсенче…

Каллех ак Атăлăн тав-шавĕ
Мана йыхравлăн тухатать…
Нихçан та сан йăху хавшамĕ,
Тăван çĕршывăм, тупата!

Эп саншăн çĕнĕрен çуралтăм,
Эп мантăм пур йывăрлăха.
Çĕкленчĕ сыпăннă çунатăм
Каллех хĕвеллĕ анлăха.

Тапранчĕ чун хаваль хавассăн,
Сан ăшшупа амаланса.
Хĕнпе Хĕрсе туптаннă сассăм
Каллех ян хурçă пек таса!..

Телейлĕ ачисем Адамăн
Умра ыр шанчăк пур чухне.
Тĕп пултăр тĕнчери çĕр тамăк!
Çул пултăр çăлăнăç кунне!

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.