Мĕншĕн?


Е. Афанасьев


Мĕншĕн?

— Эс пĕлетĕн-и, Çеруш,
Эс чухлатăн-и, Çеруш,
Мĕн пирки-ши çулсерен
Мулкач шурă юр ÿксен?
— Çук, пĕлместĕп, каласам…
— Юр çиет вăл хĕл ларсан…

Пулла

Тухрăм эп вăлтапала,
Пăхрăм эп урамалла:

Анаталла, тăвалла.
Атя пулла, Ярмулла!

Шывĕ ăшă пулмалла,
Паян пулă туртмалла.

Тыт аллуна вăлтуна,
Атя пулла, Ярмулла!

Сана супăнь парас-и?

Пĕчĕк Ира кĕтесре
Пуканисемпе вылять.
Юнашар ула кушак
Мăрласа питне çăвать.

Пирĕн Ирăн куласси —
Янăрать çинçе сасси:
— Эпĕ çурăм супăньпе,
Сана супăнь парас-и?

Кентти чупать

Пĕрре, иккĕ, виççĕ…
Пиллĕк, улттă, çиччĕ…
Ан шутла эсĕ, анне,
Миçе утăм тунине.
Кентти пирĕн пултарать:
Утса мар, чупса пырать.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.