Ăрăмлă чĕлхе


Н. Иванова & В. Никитин


Ăрăмлă чĕлхе

Ăрăмлă сăмахлăх тĕсĕсем нумай. Çынна ырă сунса, çут çанталăкран ырлăх ыйтса калани шутне чунпе пил сăмахĕсем, сăвап, кĕле, сă ри а н, ÿкĕт, калмăк, чĕлхе тата ытти кĕрет. Вĕсене пурне те халăх умĕнче калама юрать. Çав вăхăтрах вăрттăн, харкам çынна кăна каламаллисем те пур. Вĕсен шутне им-юм па тухат-ылхан сăмахĕсем кĕреççĕ. Кусем тепĕр ушкăнри сăмахлăхпа— тĕшмĕш уççи-хуипипе çыхăнса тăраççĕ. Хăйсен ăрамлăхĕпе пĕр-пĕринпе çывăх пулсан та вĕсем икĕ хирĕçле ушкăна кĕреççĕ: çынна ырă сунаканĕсене хăй умĕнче е Киремет ячĕпе калаççĕ, çынна усал яраканĕсене эсремете (хаяр киремете) «вăраççĕ».

Çÿлти тĕнчене леш тĕнче ыррисемпе хаярĕсем çĕр çинчи этеме икĕ еннелле те пăхма вĕрентнĕ. Çутăпа тĕттĕм, шурăпа хура пур пекех, чăваш ăнкарăвĕнче çутă сунăма хирĕçле тĕксĕм ылхан пурăнать.

Сăмахăн асамлă хăватне ĕненекен халăх вĕрÿ-суру чĕлхисене сăнарлă тума пултарнă. Çакна чĕлхе тĕслĕхĕсене пухакансем (П. И. Золотницкий, В. К. Магницкий, Н. И. Ашмарин, Д. Месарош, И. Н. Юркин, Н. В. Никольский, Г. И. Комиссаров, И. А. Патмар), сăнаса тĕпчекенсем (М. Я. Сироткин, В. Г. Родионов) тĕрĕс палăртса хăварнă.

Вĕрÿ-суру сăмахĕсен илемлĕх мелĕсем ăна мĕнле каланипе те çыхăннă. Вĕрÿçĕн виçĕ хутчен вĕрмелле (çил вăйне кунĕçтерни), виçĕ хутчен çурмалла (шыв вăйне лăплантарни), виçĕ хутчен çавăрмалла (Çĕр кăмăлне килтерни) — тĕнчери пур вăйсене те хăй патне чĕнмелле. 3, 7, 9 е 77, 99 тĕрлĕ хăватпа калаçмалла вĕрÿçĕн. Виçĕ сăрт, 7 тинĕс, 9 утрав леш енчен вĕçсе  килет ун патне хăватлă Ашапатман карчăкĕ. Сăрт, тинĕс, утрав, вăрман, тăвăл, вут, юпа, йывăç, кăвакал, куккук, ăмăрт кайăк тата ытти япалапа чĕр чун тĕл пулать чĕлхе сăмахĕнче:

Çитмĕл çичĕ сăрт леш енче аслă тинĕс,
Аслă тинĕс варринче ешĕл утрав,
Ешĕл утрав çинче анлă йĕтем,
Анлă йĕтем варринче ылтăн юпа.
Ылтăн юпа çинче чăпар куккук.
Çав чăпар куккука хăçан та хăçан
Каюра пăхса куç ÿкерет —
Çавăн чухне тин Кĕрккене куç ÿктĕр!

Чĕлхесенче тел пулакан ама йывăç, ылтăн юпа ытарлăхсем тĕнче тĕнĕлне, пурнăç вуллине пĕлтереççĕ. Вĕсене тĕрĕ-эрешре ÿкереççĕ, мĕншĕн тесен çав паллăсен телее упрас, пурнăçа вăрăмлатас хăвачĕ пур тесе шутлаççĕ.

Тытăмĕ енчен чĕлхесем ансат е кăткăс тата кĕске е вăрăм калануллисем пулаççĕ. Вĕсенче кăмăл-туйăма майлă е хирĕçле мăшăрлăх (параллель) мелĕпе палăртса хăвараççĕ. Тĕслĕхрен, пулма пултарайман япаласем е пулăмсем чăнах та пулса иртсен тин çав-çав çынна инкек çулăхтăр теççĕ. Ку — хирĕçлетнĕ мăшăрлăх. Майлă мăшăрлăх тĕслĕхне Ашапатман карчăкĕ такама та тасатнă, çавăн пекех ку çынна та сыватĕ тенинче куратпăр.

Хура пĕлĕт килет, аслати авăтать, çиçĕм çиçет,
Хуралтă çине çăвать, хура çĕр çине çăвать,
Çăвăнать те тасалать, тасалать те юсанать.
Çавăн пекех Матяк çинчен куç тухтăр,
Куç тухтăр та тасалтăр —
Хура куç ÿкнĕ пулсан та,
Сарă куç ÿкнĕ пулсан та,
Хăмăр куç ÿкнĕ пулсан та,
Шурă куç ÿкнĕ пулсан та.
Кăвак куç ÿкнĕ пулсан та,
Хăнчăр куç ÿкнĕ пулсан та,
Хĕсĕк куç ÿкнĕ пулсан та!
Куç чĕлхи[1].

Ансат калануллă чĕлхесем ытларах чухне ÿкĕт евĕрлĕ. Сăмахран, «Кÿп чĕлхинче[2]», «Вут чĕлхинче[3]» хирĕçлетнине час-часах сиктерсе хăвараççĕ. Ылтăн вута хăйĕн вырăнне — ылтăн кăмакана е вучаха кайма ыйтаççĕ. Вара «Лăплан, ылтăн вут! Ырă вутăм, вырăнна лар!»—тесе ÿкĕтлеççĕ.

Тепĕр йышши чĕлхесенче пулăшу килни çинчен кăна калаççĕ. Вĕсене хунтă[4] теççĕ. Тĕслĕхрен, «Тимĕр чĕлхинче[5]»: «Атăл урлă, тинĕс урлă шур сухаллă, кĕмĕл çÿçлĕ карт килнĕ, кĕмĕл шывпа сĕрет, кĕмĕл йĕппе çĕлет»,— тенĕ.

Тухату[6], сивĕту[7], пăсташ[8], çавăру[9] чĕлхисем анлă та, ансат та пулма пултараççĕ. Ытларах чухне вĕсенче нумай хут калани — хутлам[10] тĕл пулать.

Вĕрÿ-суру[11] сăмахлăхĕнче танлаштару, сăпатлантару, пысăклату-пĕчĕклетÿ, ытарлăх, хутлам, çавралăх[12] тĕл пулать. Вĕсем пуплев, сăмах, сасă янăравлăхĕ енчен çыпăçуллă пулса тухмалла. Мĕншĕн тесен чĕлхесене пурне те тытăнчăклă-сыпăнчăклă кĕвĕпе калаççĕ. Хăвăрт каланă чухне юрласа мар, тăкăлтатса калани илтĕнет. Ку вăл чĕлхе çаврăмне пĕрре сывлăш çавăрнипех каласа пĕтермелле пулнинчен килет.

Халăх умĕнче каламалли сăмахлăх юрра, харкам çын умĕнче каламалли тăкăлтăка [13](речитатива) çывăх. Чĕлхе жанрĕсем (калмак[14], ÿкĕт, хунтă, пăсташ, ылхан, тухат[15]) кĕлĕ жанрĕсенчен (сăвап, сăрман, пил, пуçтай[16]) ытларах упранса юлнă. Ахăртнех, çакă вĕсемпе юмăçсем инкек-синкеке сирнĕ чухне анлă усă курнинчен килнĕ пулас.

Чĕлхе сăмахлăхне тĕшмĕш[17] сăнавĕсемпе хутăштарма юрамасть.

Тĕшмĕш хăтланкаларăшĕ пур халăхсен те пĕр пекех. Вăл-хăратма йăпатма шутласа кăларнă япала, çавăнпа им-юмлăхпа[18] (экстрасенепа, сиплевпе) пĕр ретре тăмасть.

Шыв Чĕлхи

Пăхса курăнми хура юпа, хура юпа тăрринче хура автан. Эп шыв айĕнче тăнă чух çав хура автан хăйĕн çунаттипе çапса хăçан та хăçан шыв хумханнине чарĕ, çавăн чухне тин Митраппана шыв тыттăр.

Пăхса курăнми хĕрлĕ юпа, хĕрлĕ юпа тăрринче хĕрлĕ автан. Эп шыв айĕнче тăнă чух çав хĕрлĕ автан хăйĕн çунаттипе çапса хăçан та хăçан шыв хумханнине чарĕ, çавăн чухне тин Митраппана шыв тыттăр.

Пăхса курăнми шур юпа, шур юпа тăрринче шур автан. Эп шыв айĕнче тăнă чух çав шур автан хăйĕн çунаттипе çапса хăçан та хăçан шыв хумханнине чарĕ, çавăн чухне тин Митраппана шыв тыттăр.

Тум Хаяр[19] Чĕлхи

Е пĕсмĕлле[20], Турă, ан пăрах! Турăран ырлăх, этемрен сиплĕх.

77 тинĕс уттинче ылтăн анкарти, ылтăн анкартинче ылтăн йĕтем, ылтăн йĕтем çинче ылтăн юпа, ылтăн юпа çинче ылтăн чашăк, ылтăн чашăк çинче ылтăн кашăк. Хăçан та хăçан çав ылтăн кашăк çÿл тÿпене сирпĕтсе лектерсе ÿкерĕ, çавăн чухне тин ăш хаярĕ çĕнтертĕр.

77 тинĕс уттинче кĕмĕл анкарти, кĕмĕл анкартинче кĕмĕл йĕтем, кĕмĕл йĕтем çинче кĕмĕл юпа, кĕмĕл юпа çинче кĕмĕл чашăк, кĕмĕл чашăк çинче кĕмĕл кашăк. Хăçан та хăçан çав кĕмĕл кашăк çÿл тÿпене сирпĕтсе лектерсе ÿкерĕ, çавăн чухне тин ăш хаярĕ çĕнтертĕр.

77 тинĕс уттинче пăхăр анкарти, пăхăр анкартинче пăхăр йĕтем, пăхăр йĕтем çинче пăхăр юпа, пăхăр юпа çинче пăхăр чашăк, пăхăр чашăк çинче пăхăр кашăк. Хăçан та хăçан çав пăхăр кашăк çÿл тÿпене сирпĕтсе лектерсе ÿкерĕ, çавăн чухне тин ăш хаярĕ çĕнтертĕр.

Чупкăн хаяр пулать-и, вĕри хаяр пулать-и, сивĕ хаяр пулать-и, çулпа лекнĕ хаяр пулать-и, çилпе лекнĕ хаяр пулать-и, çавра çилпе лекнĕ хаяр пулать-и, ăшă çилпе лекнĕ хаяр пулать-и, вĕри çилпе лекнĕ хаяр пулать-и, мунчари çын çинчен лекнĕ хаяр пулать-и, сивĕ шывпа лекне-и, вĕри шывпа лекнĕ-и, мунча ăшшипе лекнĕ-и, милĕк шывĕпе лекнĕ-и, ял çинче çÿрен, çул çинче çÿрен, шыв çинче çÿрен ăш хăярăнчен кун таврăнать — таврăнтăр, уйăх таврăнать — таврăнтăр. Турăран ырлăх, этемрен сиплĕх. Эп вĕрместĕп, Пикепи карчăк вĕрет. Усал-тĕселтен сиртĕр.

VulaCv:


[1] Куç ÿкесрен тухатлани [Ашм.]

[2] Кÿп – ачасен хыр хырăмĕ пысăккă пулнă чирĕ; ун чухне ачасене юмăç карчăкĕ патне ярса кÿп таптарнă [Ашм.].

[3] Пушар тухасран тухатлани [Aшм., Скв12.].

[4] Автор усă курма сĕннĕ сăмах. Тĕп пĕлтерĕшĕ: хÿтĕлевçĕ, пулăшу [Ашм., Его., Скв12.].

[5] Ал-ура тимĕр япалапа касăннă чухне тухатлани [Ашм.].

[6] Тухату сăмах арап чĕлхинчен арап тата перс культурисен витĕмĕпе пулса кайнă сăмах, малтанхи пĕлтерĕшĕ “кĕлĕ, йăлăнни, вĕрÿ-суру” [Фед., Скв12.]

[7] Автор усă курма сĕннĕ сăмах.

[8] Вуп яни, ăрăм яни [Скв12]. Çынна сиен кÿрес тĕллевпе япала тухатса пăрахни [Ашм.].

[9] Автор усă курма сĕннĕ сăмах. Пĕр-пĕр çынна хăйне майлă çавăрас тĕллевпе тухатлани.

[10] Автор усă курма сĕннĕ сăмах. Ахаль чухнехи пĕлтерĕшĕсем: хутланчăк, пĕркеленчĕк [Cкв12.].

[11] Тухату.

[12] Автор усă курма сĕннĕ сăмах.

[13] Автор усă курма сĕннĕ сăмах. Ахаль чухнехи пĕлтерĕшĕ: пĕр виçеллĕн шаккалакани [Cкв., Скв12.].

[14] Автор сĕннĕ сăмах. Словарьсенче тĕл пулмасть.

[15] Автор сĕннĕ сăмах. Тухату е тухатлани вырăнне усă курнă. “Тухат” – арапла “кĕлĕ” сăмахран пулса кайнă.

[16] Ку ăнлавпа усă курни асран-хутран чĕлхере тĕл пулкалать.

[17] Суя япаласене шутласа кăларса ĕненни. Авалхи тĕрĕк сăмахĕ. “Тĕлĕк” сăмахпа пĕр тымарлă пулмалла. [Фед.]

[18] Тухатланипе тата вĕрсе-сурнипеле сыватни, майлаштарни [Скв.]

[19] Кăвапана пырса ыраттаракан ăш чирĕ [Ашм.]

[20] Арап чĕлхинчен тĕн культури витĕмĕпе куçса кĕнĕ, малтанхи пĕлтерĕшĕ “Турă ячĕпе” [Фед.].

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.