Митта Ваçлейĕ
Чăваш Комсомолĕ
Уй-хирĕмĕр аслă, заводăмăр çÿллĕ!
Пурнатпăр, атьсемĕр, мĕнпур халпалан
Пире чĕнсе илчĕ ĕçпе килĕшÿлĕх,
Пире илентерчĕ план.
Ĕçе, комсомоли! Ĕçе, комсотантăш!
Мĕнпур пек пархатăр,
Хăюллăн карах тăр!
Çул-йĕрĕмĕр çутă, умра çул тем анлăш,—
Мала, комсомоли! Мала, комсотантăш!
Çунать пирĕн шухăш, вылять çăмăл кăмăл —
Электăр пек çутă, хăлат пек çăп-çăмăл.
Вăй-халăмăр çÿллĕ, вăй-халăмăр паттăр,—
Октябрь таврашĕ эпир вăл пулатпăр!
Çул вăрăм-ха пирĕн. Тин çеç купаланчĕ
Пĕр-ик пысăк савăт, пĕр-ик комбинат.
Унпа — пирĕн утăм питрех хыпаланчăк,
Унпа — пирĕн кăмăл малах ывтăнать.
Тин çеç сăн илет-ха колхозăн уй-хирĕ,
Сахал вăл çĕршывшăн улт-çич МТС.
Унпа та пĕр лозунг, пĕр сасă халь пирĕн:
«Çĕклен, ăмăрту! Парти пек ĕçлес!»
Пур пирĕн мăн Атăл. Вăл аслă, вăл паттăр,
Хум-шавлă чĕри миçе çул тапать-тĕр?
Мĕн чухлĕ хăват, мĕн чул киловатт
Куллен-кун хисепсĕр, ахаль тăкăнать?
Каларĕ ак парти, каларăмăр эпĕр:
— Эй, Атăл — стихия, вăйна пире пар!
Санра вăл пархатăр, санра ик-виç Днепр,
Патне те пыраймĕ хаяр Ниагар.
Турбина пек таптăр ударникăн пульсĕ,
Юн сисĕмĕ пултăр пружин пек хивре.
Тăшман хирĕç пулчĕ, тăшман çулна пÿлчĕ:
Хаяррăн пĕррех çеç тиврет!
Эй, харăссăн утăр —
Çул-йĕрĕмĕр çутă!
Эй, ирĕккĕн, тантăш,—
Умра çул тем анлăш!
Мала, комсомоли! Мала, комсотантăш!
1932