Александр Куприн: Парпуспа Шульккă


Александр Куприн çыравçă

Александр Куприн – çыравçă, куçаруçă. «Поединок», «Гранатовый браслет»,«Олеся» тата ытти хайлавĕсемпе вырăс литературин ылтăн çÿпçинче уйрăм вырăн йышăнса тăрать… Тĕплĕнрех→


Барбос и Жулька

Парпуспа Шульккă

Пысăках мар пулин те Парпус сарлака кăкăрлă тăн-тăн йытă. Вăрăм та кăштах кăтраланса тăракан çăмĕнчен пăхсан вăл нихăçан та супăнь курман шурă пуделе аса илтерет. Çуллахи вăхăтра пуçĕнчен пуçласа хÿри таранах куршанак çыпăçтарса тултарать. Кĕркунне вара унăн урипе хырăмĕ çинчи çăм пайăркисем пылчăкпа вараланса хытса лараççĕ. Парпус хăлхи çинче яланах çапăçу паллисем пур. Унашкал йытăсене яланах Парпус тесе чĕнеççĕ. Вĕсем питĕ шанчăклă, никама та пăхăнмаççĕ, хуçине лайăх итлеççĕ.

Шульккă вара çинçе ураллă, яка хура çăмлă. Куç харшийĕсемпе кăкăрĕ çинче шурă паллă лартса янă йытăсен йăхĕнчен тухнăскер. Кăмăлĕ вăтанчăк. Çук, хăйпе калаçма пуçласанах хырăмне çÿлелле туса кайса ÿкекенскер мар вăл. Ун пек хăравçă та йăпăлти, икĕ питлĕ йытăсем хăтланаççĕ. Ырă çын патне вăл хăюллăнах пырать. Малти урисене унăн чĕркуççийĕ çине хурать те ачашлама ыйтса пуçне тăсать. Сапăрлăхĕ уйрăмах апат çинĕ чухне палăрать. Вăл нихăçан та йăлăнмасть. Апатланнă чухне тепĕр йытă пырас-тăвас пулсан: «Çийĕрех, çийĕр, тархасшăн. Эпĕ тăрантăм ĕнтĕ», — тесе каланăн сăпайлăн пăрăнса каять.

Шульккăна пурте пÿлĕм йытти тесе йышăнаççĕ. Парпуса вара час-часах картишне хăваласа кăлараççĕ. Чăнах та ĕнтĕ, çур кăрккана çисе ярасси çав хурахшăн ниме те тăмасть. Тула тухас енĕпе те унăн ним тирпейлĕхĕ те çук. Ку çеç-и! Вăл анне кравачĕ çине сарнă юр пек шурă çи витти çине сиксе хăпарса выртма пултарать. Ку уншăн ним те мар.

Çулла ăна тÿскелеççĕ-ха. Вăл кирек хăçан та, çывăракан арăслан пек, пуçне малти икĕ ури çине хурса уçă кантăк янаххи çинче выртать. Анчах хăй çывăрмасть: куç харшийĕсем сиккелесех тăраççĕ. Парпус кĕтет… Урамра йытă кÿлепи курăнса кайсанах вăл кантăк çинчен сиксе анать. Хапха айĕнчен шуса тухать те чĕнмен хăнана хирĕç сиккипе вĕçтерет.

Йытăсем хушшинчи йăла-йĕркене пĕртте пăхăнмасть вăл. Хÿрине ункă пек пĕтĕрсе хурасси унăн йăлара çук. Тăшманне çиçĕм пек хăвăртлăхпа хăваласа çитет те ăмрипе тĕртсе ураран ÿкерет. Вара çапăçу пуçланса каять. Темиçе минут хушши хăмăр çăра тусан мăкăрланать. Тусан ăшĕнче икĕ йытă кĕлетки тапкаланать. Юлашкинчен Парпус çĕнтерет. Унăн тăшманĕ хÿрине пĕççисем хушшине хĕстерет те йынăша-йынăша килнелле тарать. Парпус мăн кăмăллăн хăй вырăнне пырса выртать.

Шульккăпа иккĕшĕ вĕсем пĕр-пĕрне питĕ килĕштереççĕ. Тен, Шульккă Парпуса сĕмсĕр пулнишĕн ÿпкелет те пулĕ хăй ăшĕнче, анчах ун çинчен нихăçан та систермест. Ирхи апата Парпус хăвăрт каплаттарса çисе ярать те çуланкаласа Шульккă чашăкĕ патне пырса тăрать. Ыйтса тăмасăрах хăйĕн çăмламас йĕпе сăмсине тÿрех унта чиксе ярать. Шульккă пурпĕрех кăмăллă юлать.

Каç енне сулăнсан, хĕвел хĕрÿлĕхĕ пĕтсен, вĕсем иккĕшĕ те картишĕнче выляма юратаççĕ. Пĕр-пĕринчен тараççĕ, пытанса тăраççĕ, ятлаçнă пек туса, хаяррăн хăрлатса юла юпса тăраççĕ.

Пĕррехинче пирĕн картишне урнă йытă килсе кĕчĕ. Парпус ăна асăрхарĕ-ха, анчах та яланхи йăлипе çапăçăва ыткăнмарĕ, пĕтĕм ÿт-пĕвĕпе чĕтренсе мĕскĕннĕн кăна йынăшрĕ. Сăнсăр йытă картишĕнче кĕтесрен кĕтесе ыткăнса çÿресе пурне те пăлхатса пĕтерчĕ. Çынсем алăксем хыçне пытанса тăнă та шиклĕн пуçĕсене кăлара-кăлара çеç пăхаççĕ. Пурте кăшкăрашаççĕ, тĕлсĕр канашсем параççĕ. Урнă йытă икĕ сыснана çыртма тата темиçе кăвакала çурса тăкма ĕлкĕрчĕ.

Çав вăхăтра сарай хыçĕнчен пĕчĕкçĕ Шульккă сиксе тухрĕ те хăйĕн çинçе урисемпе вĕлтĕртеттерсе пĕтĕм вăйран урнă йытă патне ыткăнчĕ. Вĕсем хушши çав тери хăвăрт кĕскелсе пычĕ. Акă вĕсем çапăнчĕç… Ку çав тери хăвăрт пулса иртрĕ. Хытă пырса çапăннипе Шульккă ÿкрĕ те çĕр çийĕн кусса кайрĕ. Урнă йытă вара хапха патнелле тапса сикрĕ, урамалла тухса çухалчĕ.

Шульккă кĕлетки çинче пĕр шăл йĕрри те кураймарăмăр. Йытă ăна çыртма ĕлкĕреймен курăнать. Анчах та тăвăлса килнĕ паттăрлăхпа тÿссе ирттернĕ хăрушă самант Шульккăшăн ахаль иртсе каймарĕ. Ăна тем амакĕ пулчĕ. Йытăсем ăсран тайăлаççĕ пулсан шăпах çавă пулчĕ пулмалла. Пĕр кун хушшинчех Шульккă çав тери ырханланса кайрĕ. Хăй пачах улшăнчĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл малтанхи Шульккă мар. Е пĕр-пĕр тĕттĕм кĕтесре сехечĕ-сехечĕпе ним хускалмасăр выртать, е картиш тăрăх шапа пек йăкăлт-якăлт сиккелесе çÿрет. Апат çимест, хăйне ятран чĕннине ăнланмасть.

Виççĕмĕш кунне Шульккă халтан кайрĕ. Ÿкрĕ те çĕр çинчен çĕкленеймерĕ те. Унăн куçĕсем, ĕлĕкхи пекех çутă та ăшăскерсем, ăшĕнчи йывăр асапĕ çинчен каларĕç. Атте хушнипе ăна канлĕ вилтĕр тесе пушă вутă сарайне хупса хучĕç.

Тепĕр сехетрен сарай патне Парпус чупса пычĕ. Вăл хытă пăлханнипе малтанах йынăшма, кайран уламах пуçларĕ. Улать-улать те сарай алăк хушăкĕнчен сăмсине тĕксе шăршласа пăхать.

Парпус шухăшне эпир, ачасем, маларах тавçăрса илтĕмĕр.

— Атте, Парпуса сарайне кĕрт. Вăл Шульккăпа сывпуллашасшăн, — терĕмĕр аттене.

Сарай алăкне уçсанах Парпус çĕрте выртакан Шульккă патне вирхĕнчĕ. Ăна шăршларĕ те йынăша-йынăша куçĕнчен, питĕнчен, хăлхинчен çулăма тытăнчĕ. Шульккă хÿрипе вăйсăррăн сулкаларĕ, пуçне çĕклеме хăтланса пăхрĕ, анчах пултараймарĕ. Йытăсен сывпуллашăвĕ чуна пырса тиврĕ.

Парпуса сарайĕнчен чĕнсе кăлартăмăр. Вăл алăк умне выртрĕ. Халĕ пăлханса уламарĕ ĕнтĕ вăл. Хушăран пуçне çĕклесе, сарайĕнче мĕн тăваççĕ-ши тенĕ пек, тимлесе итлерĕ. Анчах тепĕр икĕ сехетрен каллех çав тери хыттăн уласа ячĕ.

Алăка уçрăмăр. Шульккă вилнĕччĕ ĕнтĕ.

Г. Ефимов куçарнă

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Google фото

Google аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухса /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.