1
Этем, ан хурлан
Ĕмĕрÿ кĕскерен;
Ĕçÿ сыв пулсан:
Эс вилсен те вилмен.
Çил хирĕç-и, май-и,—
Ан юл юлташран;
Тăшман та пуç тайĕ —
Тус-йыш пĕр пулсан.
Пултар. Вăйна пар,
Халăхна ырă ту.
Ĕмĕр пархатар
Курĕ сумлă яту.
Этем, ан хурлан
Çул курки тытнă чух;
Ĕçÿ сыв пулсан —
Сан чунна вилĕм çук.
2
Ирĕклĕ хĕл шартламинчен,
Типшарлă шăрăхран
Асаплă пулчĕ манăн çул,
Санпа сывпуллашсан.
Шавларĕ çумăр чашлатса,
Кĕрлерĕ çил-тăман.
Çапах такам вучахĕнче
Эп ăшă шыраман.
Ют куç пăхса халланасран,
Ют алă варласран
Эп пăртăм шухă чунăма
Самантлă хавасран.
Сехрев те шалкăм вырăнта
Ÿксе аманасран
Сана, çунатăм, нихăçан
Ямарăм эп асран.
Ан тив, суранлă ал-ура,
Суран тулли тусан, —
Чун çумĕнчи юратăва
Çитертĕм эп тасан.