Митта Ваçлейĕ: Уяв Юрри


Уяв Юрри

Sijen1• Суя тĕн

Ялавăмăр — çулăм,
Ялавăмăр — вут.
Кам тарлă кунçуллă —
Тÿрех унпа ут!

Вăл çăлăнăç панă,
Вăл хывнă чăн çул.
Никамăн ылханĕ
Ăна çитес çук.

Кам пусмăрлăх, хурлăх
Кунне курнисем —
Çĕршыв, ирĕк, пурлăх
Туянчĕç вĕсем.

Кĕрлет хапрăк-савăт,
Шавлать çеçенхир.
Пурте — пирĕн шав вăл,
Пурте вăл — эпир.

Патшасăр, улпутсăр
Çак çĕнĕ çĕре
Ĕçри революци
Пиллерĕ пире.

Кам тарлă кунçуллă —
Çавна çех тĕнче!..
Улать вут та çулăм
Мĕнпур çĕр çинче.

1930

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Логотипĕ

WordPress.com аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Twitter picture

Twitter аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Facebook фотойĕ

Facebook аккаунчĕпе усă курса комментари çыратăр. Çырăнса тухас /  Улăштарас )

Connecting to %s

Ку сайт спамсене сахаллатмашкăн Akismet-па усă курать . Комментари даннăйĕсен обработки çинчен тĕплĕнрех пĕлĕр.